Воскресенье, 5 мая

Пыл хурчĕсене хÿтĕлесчĕ

Пыл хурчĕсене хÿтĕлесчĕ

Пыл хурчĕсем тата чечексене шăркалантаракан ытти хурт-кăпшанкăсем çутçанталăкри экологи шайлашăвне тытса пыма пулăшаççĕ, Çĕр çинчи ÿсентăран сийне аталантарасси çине витĕм кÿреççĕ. Пыл хурчĕсем çыншăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çынна пыл, прополис, перга тата сывлăхшăн ытти усăллă япаласемпе тивĕçтереççĕ, ял хуçалăх культурисене шăркалантараççĕ. Пыл хурчĕсем обществăлла пуянлăх пулнине кура, вĕсене хÿтĕлеме тăрăшмалла.
Юлашки çулсенче районти вĕлле хурчĕ усракансем ял хуçалăх культурисене туса илекенсем хирсене сиенçĕсене пĕтерме ытла та вăйлă хими препарачĕсем сапнине пула шар курнине палăртаççĕ. Çак препаратсем пыл хурчĕсене те, тĕкĕлтурасене те, пĕчĕк вĕçен кайăксемпе чĕрчунсене те вĕлереççĕ, тавралăха сиен кÿреççĕ. Çавна май хурт-хăмăр продукцийĕ туса илесси чакать кăна мар, тĕрлĕ культурăсене шăркалантарасси те çителĕклĕ пурнăçланаймасть. Пыл хурчĕсем пестицидсемпе сиенленни продукцие те варалать.
Эпир, хурт-хăмăр усракансем, техника культурисене им-çам сапмасăр май çуккине, паллах, ăнланатпăр. Çапах та пирĕн пыл хурчĕсене сыхласа хăвармалли компромисс тупас килет. Паянхи кун пыл хурчĕсем пире çеç мар, вĕсем малашне техника культурисене шăркалантарма ял хуçалăх культурисем туса илекенсене те кирлĕ. Çавăнпа та эпир техника культурисем утарсенчен, ялсенчен 3—4 çухрăм аяккарах акма, I тата II класлă хими препарачĕсемпе усă курма пăрахма, хими препарачĕсемпе имçамланă чухне Тĕп ветеринари управленийĕ çирĕплетнĕ инструкцие пăхăнма ыйтатпăр. Çак инструкципе килĕшÿллĕн пестицидсене ирех е каçпа çеç сапмалла, кăнтăрла вара ăмăр, сивĕ çанталăка пула пыл хурчĕсем вĕçмен чухне çеç çак ĕçсене пурнăçлама юрать. Имçамлакан вырăнтан 7 çухрăма таран вырнаçнă хурт-хăмăрçăсене тата ветеринари службисене икĕ талăк маларах имçамласси, мĕнле препаратсемпе усă курма палăртни çинчен пĕлтермелле. Пестицидсемпе усă курнă чухне йышăннă саккунсене пăхăнса çыннăн сывлăхне те, тавралăха та сиен кÿрессинчен асăрханмалла.
Эпир вара, районти хурт-хăмăрçăсем, кашни утара шута илме, вĕсем ăçта вырнаçнине ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пĕлтерме тăрăшăпăр.
Районти хурт-хăмăрçăсем.
Г.А.МАКСИМОВ,
«Агентство по пчеловодству» АУОн генеральнăй директорĕ:
«Пысăк наркăмăшлăхлă пестицидсемпе виçесĕр усă курни пыл хурчĕсен çемйисене хавшаклатать çеç мар, тĕппипех пĕтерме те пултарать. Наркăмăшлă химикатсем пыл хурчĕсене икĕ хутчен сиен кÿреççĕ: вĕсемпе сапнă вăхăтра тата хĕлле, мĕншĕн тесен хĕл каçма хатĕрленĕ запассене кăшт та пулин химикат лекни пыл хурчĕсене вĕлерет. Çак хурт-кăпшанкăсен çемйисем чакса пыни ял хуçалăх культурисене шăркалантарасси çине япăх витĕм кÿнине эпир ăнланма тивĕç. Ÿсентăрансене лайăх шăркалантарсан çеç тухăç пысăк пулать, пахалăхлă вăрлăх çитĕнет, ÿсентăрансен тĕсĕсем сыхланса юлаççĕ.
Питĕ наркăмăшлă, I тата II класлă хими препарачĕсемпе темиçе хутчен усă курнă чухне пыл хурчĕсене нимĕнле те унта вĕçме чарма çук. Республикăра ырă тĕслĕх те пур-çке. Сăмахран, Канаш районĕнчи «Пионер» агрофирма хăрушлăхăн III кла-сĕнчи пестицидсемпе çеç усă курать. Çапла кунта хурт-хăмăрçăсемпе ял хуçалăх ĕçченĕсен тавлашмалли сăлтав çук.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *