Ыранхи кун шанчăклăхĕ пирĕнтен килет

Ыранхи кун шанчăклăхĕ пирĕнтен килет

Июнĕн 25-мĕшĕнче районти 39 суйлав участокĕнче Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессипе сасăлав пуçланчĕ. Сасăлав пĕр эрне пырать. Çакă санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă, суйлав участокĕсенче çынсем харăсах нумайăн пухăнса ан кайччăр тесе тăрăшаççĕ. 

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов сасăлава чи малтан хутшăнакан çынсенчен пĕри пулнă. Вăл Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вырнаçнă 803-мĕш суйлав участокĕнче сасăланă.
Кашни сасăлавçăн июлĕн 1-мĕшĕччен 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен суйлав участокне кайса РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене хăй мĕнле хакланине палăртма ирĕк пур. Истори аталанăвĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăма хутшăнас тесе эпĕ те хама çирĕплетнĕ 803-мĕш суйлав участокне çитрĕм. Комисси членĕсем тÿрех ÿт температурине виçрĕç, алла антисептикпа сирпĕтрĕç, ун хыççăн перчеткепе маска, ручка илме сĕнчĕç. Çакăн хыççăн çеç эпĕ паспортпа комисси членĕсем вырнаçнă сĕтел умне пыма пултартăм. Ун хыççăн ятарласа уйăрнă кабинкăна кĕрсе хамăн шухăша палăртрăм. Çак хушăра залра çынсем йышлăн пулмарĕç. Комисси членĕсем палăртнă тăрăх, сасăлама кăмăл тăвакансем тăтăшах килсе каяççĕ, черет тăни хальлĕхе çук. Унпа пĕрлех суйлав участокĕсене çемьепе килекенсем те пур. Аслисем те, çамрăксем те Раççей Конституцине кĕртекен тÿрлетÿсемшĕн сасăлаççĕ. Пĕрремĕш хут сасăлакансемшĕн те суйлава хутшăнни пĕтерĕшлĕ. Кун пеккисем районта 242 çамрăк. Вĕсенчен чылайăшĕ сасăлама та ĕлкĕрнĕ.
Унсăр пуçне сасăлав участокĕн членĕсем сасăлавçăсен заявленийĕсене тĕпе хурса çынсем патне килне те каяççĕ, çуртсен çывăхĕнчи территорисенче, уçă сывлăшра, сасăлав ирттереççĕ. Çакна пĕтĕмпех сасăлавçăсене меллĕ пултăр тесе йĕркелеççĕ.
Чăваш Енре РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе иртекен сасăлав тапхăрĕ малалла тăсăлать. Вăл июлĕн 1-мĕшĕччен пырĕ. Палăртса хăваратпăр, суйлав участокĕсем кашни кунах 8 сехетрен 20 сехетчен ĕçлеççĕ.
Тăватă кун хушшинче районта 11132 суйлавçă сасăлава хутшăннă. Çакă суйлавçăсен 58,8 проценчĕпе танлашать.
Диана МАРКОВА:
«Эпĕ, саккуна пăхăнакан гражданин пулнă май, суйлава хутшăнасси манăн тивĕç тесе шутлатăп. Сасăлава хутшăнни кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ. Раççей Конституцине кĕртекен улшăнусем пире малашлăха шанчăклăн кĕтсе илме май параççĕ. Çĕршыв пуласлăхĕ хамăр алăра».
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code