Уй-хирте

Уй-хирте

Çуллахи вăхăтра районти хуçалăхсемшĕн чи пĕлтерĕшли — выльăха хĕлĕпе тăрантармалăх çителĕклĕ утă хатĕрлесе ĕлкĕресси. Çавăнпа та хирсенче вĕçĕмсĕр техника шавĕ илтĕнет, хиртен яла утă тиенĕ тракторсемпе машинăсем иртсе çÿреççĕ.
Районти хуçалăхсенче пурĕ 2052 гектар çинче — пĕр çул ÿсекен курăксем, 4270 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнеççĕ. Паянхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксен 3946 гектарне çулнă, пурĕ 4376 тонна утă хатĕрленĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхсем сенаж /»Урожай» колхоз — 1200 тонна, «Рассвет» ЯХПК — 900 тонна, Атласкинăн фермер хуçалăхĕ — 800 тонна/ тата силос /»Дубовка» ООО — 1400 тонна, «Восток» ЯХПК — 600 тонна/ янтăланă.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *