Пятница, Декабрь 4

Ентеше манмаççĕ

Ентеше манмаççĕ

Июнĕн 24-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа Комсомольски районĕнче Асăну палăкĕ умне чечек çыххисем хунă. 1945 çулта çак кун пирĕн çĕршывăн тĕп хулинче Çĕнтерÿ парачĕ пулнă. Унта хăрушă вăрçăра тăшмана çĕнтерсе çĕршыва хăтарнă çĕнтерÿçĕ-салтаксем Хĕрлĕ Площадьпе маршпа утса иртнĕ. Çак кун эпир пурнăçран уйрăлнă вăрçă ветеранĕсене тата Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлесе вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене аса илетпĕр.
1418 кун тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçă миллионшар çынна пурнăçран уйăрнă. Вунпĕр пин ытла çын çапăçу хирĕнчи паттăрлăхшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — Комсомольски районĕн çыннисем.
Паттăрла пуçĕсене хунă ентешсене асăнса Çĕнтерÿ Парачĕ пулнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа, Çĕнтерÿ Парадне хутшăннă Хырай Ĕнел ялĕнче пурăннă Федор Максимович Воробьев çуралса ÿснĕ çурт умне чечек çыххисем хунă.
Санитарипе эпидемиологи йĕркине пăхăнса иртнĕ мероприятие Комсомольски район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Искра» колхоз председателĕ Александр Зайцев хутшăннă.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code