Чăваш ялĕ пĕтмест

Чăваш ялĕ пĕтмест

Республикăн 2021—2025 çулсенчи социаллă тата экономикăлла аталанăвĕн комплекслă программине пăхса тухасси малалла пырать. Черетлĕ тема Чăваш Енри паянхи агропромышленноç комплексне, унăн проблемисене, малашне аталанмалли мелĕсене пăхса тухасси пулчĕ. Канашлу июнĕн 17-мĕшĕнче Чăваш ял хуçалăх академийĕн акт залĕнче иртрĕ.
Регион ертÿлĕхĕ агропромышленноç комлексĕн аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни программăна сÿтсе явас ĕçе республика ертÿçи Олег Николаев тата РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хутшăннинченех курăнать.
Канашлăва уçнă май, Олег Николаев АПК Чăваш Ен экономикине аталантарассинче уйрăмах пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Вăл каланă тăрăх, ял хуçалăхĕнче паянхи технологисемпе усă курса хатĕрленĕ экологи енчен таса продукцие тĕнче шайĕнче ытларах та ытларах ыйтаççĕ. Чăваш Енĕн çак нишăна йышăнма майсем пур. «Анчах та пирĕн хальлĕхе чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлесси япăх аталаннă. Туса илнĕ чылай продукцие эпир чĕр таварлах турттарса тухатпăр», — палăртрĕ вăл.
Олег Николаев каланипе Анатолий Аксаков та килĕшет. Унăн шухăшĕпе, Чăваш Республикин темиçе бренд пулмалла. Вĕсенчен пĕри — экологи енчен таса продукци. Çак бренда пĕрле тăрăшса йĕркелемелле.
Малалла сăмах ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне — ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова пачĕç. Вăл тĕп докладпа тухса калаçрĕ.
Кăçалхи пилĕк уйăхра ял хуçалăхĕнчи физикăлла калăпăш индексĕ 102 процентпа танлашнă. Çакă лару-тăру лайăхланнине çирĕплетет. Çав вăхăтрах апат-çимĕç отраслĕнче кăшт кая юлни палăрать. Ку коронавирус эпидемине пула суту-илÿ калăпăшĕсем чакнипе çыхăннă. Апла пулин те, лайăх самантсем те пур. Паянхи кун интернет урлă суту-илÿ тăвассин хăвăртлăхĕ ÿсни курăнать. Çавна май министр палăртрĕ: «Пирĕн те улшăнса пымалла, апат-çимĕçпе онлайн мелпе, çав шутра Сбербанкăн ятарлă платформи урлă та, суту-илÿ тума вĕренмелле».
Залра аграрисем чылайăн пулчĕç, çавăнпа та Сергей Артамонов ака çинчен калани вĕсемшĕн çĕнĕлĕх пулмарĕ. «Хире ир тухрăмăр пулсан та /мартăн 14-мĕшĕнче/, план тăрăх пĕрчĕллĕ культурăсене 20 кунра акмаллине шута илсен, çураки 75 куна тăсăлчĕ. Тракторсем пылчăка путрĕç, ака тăвакансем тата ытти йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕç. Çакăн пек лару-тăру пире ывăнтарсах çитерчĕ. Апла пулин те, пĕрле тăрăшса эпир плансене тултартăмăр», — терĕ министр.
Раççей Правительстви тата Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пулăшас тĕллевпе чылай ĕç тунине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Министр çак ĕçĕн кăтартăвĕ семпе те паллаштарчĕ. Республика ертÿçине вăл çапла каларĕ: «Эпир производствăри плансене пăсас мар тесе патшалăх кÿрекен пулăшăва май пулнă таран хăвăрт ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне çитерме тăрăшрăмăр. Хăш-пĕр субсидисене уйăх çурă — икĕ уйăх маларах панă. Пурĕ çулталăк пуçланнăранпа аграрисем патне 600 миллион ытла тенкĕ илсе çитернĕ. Олег Алексеевич, Эсир мартра панă порученисем тăрăх паян нормативлă актсем йышăннă: техникăна субсидилесе 40 процент таран тăкаксене каялла тавăрса паратпăр — хальхи вăхăтра 70 заявителе 135 техника хатĕрĕшĕн 70 миллион тенкĕ куçарса панă та ĕнтĕ. 200 пуç таран выльăх усракан фермăсене субсидилес, комбикорм завочĕсемпе цехсем, упрама хуриччен тырăпа ĕçлекен вырăнсем, эмбрион центрĕсем тăвас енĕпе ятарлă йĕркесем йышăннă».
Уйрăм ыйтусене татса пани, паллах, отрасле аталантарасси çине витĕм кÿрет. Анчах та пĕтĕмĕшле стратеги çинчен те манмалла мар. Вăл ятарлă программăсемпе проектсем çинче тытăнса тăрать. Шăпах çакăн çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ Сергей Артамонов.
Чăваш аграрийĕсен программăсем çукки çинчен калаçмалли те çук. Паян отрасль патшалăхăн икĕ программипе килĕшÿллĕн аталанать. Вĕсем: «Ял хуçалăхне аталантарасси, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси», «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси». Унсăр пуçне тĕрлĕ наци проекчĕсем те АПК аталанăвне пырса тивеççĕ. Паян чи пĕлтерĕшли — вĕсен ĕçĕсене пĕрлештерсе йĕркелесе пырасси. «Енчен те отрасльти патшалăх программине эпир пур енĕпе те хутшăнатпăр пулсан, ял территорине комплекслă аталантарассинче пирĕн хăш-пĕр ыйтусем пур. Тĕслĕхрен, 2020 çул валли эпир хатĕр проектсем çуккине кура конкурса хутшăнма заявка тăратаймарăмăр. Çак ыйтăва татса парас тесе кăçал муниципалитетсем хушшинче ятарлă конкурс ирттертĕмĕр. Халĕ эпир РФ Ял хуçалăх министерствине 2021 çул валли 34 проектпа заявка хатĕрлет- пĕр», — терĕ Сергей Артамонов.
Кунта, паллах, ыйту çуралать: «Программăсене пурнăçа кĕртессине мĕнрен пуçламалла;» Республика ертÿлĕхĕн хурав пур: «Чи малтанах кашни районăн специализацине палăртмалла».
«Кашни коллективри пекех кам мĕн тунине, коллектив ĕçне кам мĕнле тÿпе хывма пултарнине лайăх ăнкармалла. Вăл е ку район хăш енчен вăйлине, хăш енчен хавшаккине палăртмалла. Хавшак енсенчен вăйлă енсем туса хурас тесе мĕн тумаллине шутламалла. Районсен экономикисенче ял хуçалăхĕ 80 процент таран йышăнать. Çавăнпа та эпир кашни районăн swot-анализне тума пикентĕмĕр. Çакă районсен специализацине, кашни территорин ÿсĕм вырăнне палăртма пулăшĕ. Çапла эпир вăйсене тĕрлĕ подотрасльсене пĕлсе ярăпăр. Ку чĕр тавар нумай туса илекен вырăнсенче унпа малалла ĕçлекен предприятисем хăпартма та май парĕ», — уçрĕ шухăшне министр.
Чăваш Енре халăх йышлăхĕ самаях пысăк. Çавăнпа та кашни çын çине, ытти республикăсемпе, облаçсемпе танлаштарсан, ял хуçалăх çĕрĕ сахалрах лекет. Апла пулсан, пирĕн ял хуçалăх производствине интенсификацилеме тăрăшмалла. Чи малтанах кашни гектарăн эффективлăхне ÿстермелле. Çакна валли, министр шухăшĕпе, нумай мерăсем йышăнмалла: усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртмелле, биологизаци, мелиораци, цифровизаци, известковани тумалла, пусă çаврă нăшне пĕлсе йĕркелемелле. Çак мелсем тухăçа икĕ хут е тата ытларах ÿстерме май парĕç.
Тĕслĕхрен, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртни çеç — вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ паян 50 пин гектарпа танлашать — пĕтĕмĕшле продукци туса илессине 10 процент ÿстерме, 650 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май парĕ.
Е тата шыв ресурсĕсемпе усă курассине илер — Чăваш Ен вĕсемпе пуян. Ку ен çине тимлĕх уйăрманнине кура, паян республика, 30 çул каяллахипе танлаштарсан, 2,5 хут сахалрах пулă туса илет. Сергей Артамонов çак ресурс çине ахальтен мар тимлĕх уйăрчĕ: «Çитес пĕр-икĕ çулта ку енĕпе ятарлă нормативлă никĕс хатĕрлеме, ку ĕçе аталантарма ятарлă механизмсем туса хума тĕллев лартатпăр. Çак подотрасль валли патшалăх пулăшу мерисем хатĕрлесе, пулла сутма условисем туса эпир çак ене малалла аталантарăпăр, ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвăпăр».
Хăмла çитĕнтерессине те тимлĕхсĕр хăварар мар. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула, Чăваш Ен ял хуçалăхĕн çак пĕлтерĕшлĕ подотраслĕнче малти вырăнсене çухатрĕ. Министр ку ыйту çинче чарăнса тăрса çапла каларĕ: «Хăмла çитĕнтересси çинчен каласа хăварасах килет. Раççей хăмлан 98 про- центне урăх çĕртен кÿрсе килет. 2 процента яхăн Чăваш Ен хатĕрлет. Хăмла çитĕнтересси — пирĕн республикăн визит карточки. Чĕр таварăн хакĕсĕр пуçне хăмла ÿстерни ĕç вырăнĕсем тума пулăшнине те манар мар. Хăмла туса илессипе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕн мерисене паянхи куна йăлтах йĕркеленĕ. Эпир ку ене республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлисем шутне кĕртрĕмĕр. Кăçал пĕрремĕш инвесторсем килчĕç те ĕнтĕ».
Маларах Олег Николаев та чăваш хăмлин унчченхи чапне тавăрмаллине палăртнăччĕ. Министр калани çакăн çине хурав панăнах пулчĕ. Сăмах май, хăмлан чи пысăк плантацийĕсенчен пĕри шăпах Олег Алексеевичăн ялĕ çывăхĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă пулнă. Çавăнпа та вăл мĕн ачаран чăваш хресченĕн пурнăçĕнче хăмла мĕн тери пысăк вырăн йышăннине курса ÿснĕ…
Алексей КРЯЖИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *