Воскресенье, 28 апреля

Пĕр ĕмĕре яхăн пурнăç çулĕпе

Пĕр ĕмĕре яхăн пурнăç çулĕпе

Пурнăç кустăрми пĕр самантлăха та чарăнмасть. Ир килет те каç пулать, çул хыççăн çул иртет. Ырлăхпа савăнса, хурлăхпа кулянса, чупса, васкаса, сисмесĕрех çамрăклăх хыçа юлса ватлăх шăппăн йăпшăнса çитет. Пурнăçри кашни пулăм этем чĕри çине йĕр касса хăварать.
Июнĕн 17-мĕшĕнче Асанкассинче пурăнакан Александра Егоровна Белкова /хĕр чухнехи хушамачĕ Уткина/ 99 çул тултарчĕ. Пĕр ĕмĕре яхăн пурнăç çулне такăрлатнă кинемей хура-шурне сахал мар курнă.
Шура хресчен çемйинче çуралнă. Вĕсем саккăрăн пĕртăван пулнă. Хĕрача ачаранпах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, кахалланса ларма хăнăхман. Шура 15 çула çитсен амăшĕ чирлесе çĕре кĕнĕ. Сакăр пĕртăван хÿтлĕх çуначĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕсĕр тăлăх пурнăç çăмăл пулман. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ ашшĕне вăй çитнĕ таран çемье тăнăçлăхне тытса тăма пулăшнă.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан ашшĕпе пиччĕшĕ фронта тухса кайнă. Вĕсене иккĕшне те тăван киле таврăнма шăпа пÿрмен. Ашшĕпе пиччĕшĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Кĕçĕн пĕртăванĕсен пуласлăхĕ çамрăк хĕрĕн черчен хулпуççийĕ çине тиеннĕ.
Вăл, тем пек йывăр пулсан та, кĕçĕн пĕртăванĕсене пăрахман. Вĕсене çителĕклĕ пурнăçпа усрас тесе ырми-канми ĕçленĕ. Мĕн тĕрлĕ ĕç кăна туман-ши унăн канăçа пĕлмен аллисем? Кĕçĕннисем валли пир тĕртсе кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтартнă, çăм арласа алсиш-нуски çыхса та ĕлкĕрнĕ.
Вăрçă çулĕсенче Шурăна ферма заведующийĕн ĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Яваплă ĕçре вăл тăрăшуллă ĕçленĕ. Каярах колхозрах бригадăра ĕçленĕ. Тырă-пулă пуçтарнă вăхăтра вăл çурлапа пĕччен 5 гектар тырă вырма вăй çитернĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен вăл лесничествăра ĕçленĕ — хунав йывăçсем лартнă, сухăр юхтарнă. Александра Егоровна ĕçре хастар пулнăшăн ĕç тата тыл ветеранĕ ята тивĕçнĕ.
Александра Егоровна мăшăрĕпе Егор Сергеевичпа 9 ача, 3 ывăл та 6 хĕр, çуратса ÿстернĕ. Икĕ ывăлĕ пурнăçран уйрăлнă, хĕрĕсем çемье йăвинчен вĕçсе тухса кайса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ. Виçĕ хĕрĕ Пензăра, ыттисем Магнитогорскра, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, пĕр ывăлĕ Асанкассинче пурăнаççĕ.
Хальхи вăхăтра ватă кинемей Çĕнĕ Шупашкарти Елена çемйипе пурăнать, хĕлле — хулара, çăва тухсан ялта канлĕ ватлăх кунĕсене ирттерет. Çирĕп сывлăхлă 99 çула çитнĕ ватă хăй ĕмĕрĕнче чирлесе больницăна кайса курман. Халĕ те выртса тăмасть. Çапах та çулсем хăйĕннех илеççĕ, хăй тĕллĕн пурăнма ăна йывăртарах.
«Пурăнатпăр çапла, шăкăл-шăкăл калаçса. Пĕр-пĕринпе йăпанса кун хыççăн кун кунлатпăр. Пирĕн чи çывăх çыннăмăр 100 çула çитессе шанатпăр», — тет Елена.
Ватă кинемейĕн — 21 мăнук тата 15 мăнмăнук. Вăл вĕсен çи-тĕнĕвĕсемпе савăнать. Эпир Александра Егоровнăна Турă панă кунсемпе киленсе, çывăх çыннисен юратăвне туйса пурăнма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çителĕклĕх, çемьере килĕшÿпе ăнлану, канлĕ ватлăх сунатпăр.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *