Сасăлавăн малтанхи тапхăрĕ пуçланать

Сасăлавăн малтанхи тапхăрĕ пуçланать

Раççей Федерацийĕн Конституцине тÿрлетÿсем кĕртес тĕлĕшпе июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче сасăлав ирттерме палăртнă. Июнĕн 25-мĕшĕнчен сасăлавăн малтанхи тапхăрĕ пуçланать.
Çавна май районти территорири суйлав участокĕсем епле ĕçленипе паллаштаратпăр. Районта пурăнакансем пурĕ 39 суйлав участокĕнче сасăлама пултараççĕ.
Июнĕн 25—29-мĕшĕсенче çынсем суйлав ирттерме палăртнă хушма вырăнсенче 10 —14 сехетсенче сасăлама пултараççĕ, суйлав ирттермелли çуртсенче 14—18 сехетсенче сасăлама ирĕк пур. Июнĕн 30-мĕшĕнче вара суйлав ирттермелли çуртсенче çынсене 10—15 сехетчен йышăнаççĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнче — сасăлав кунĕнче — суйлав участокĕсем 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ.
Палăртса хăваратпăр: кăçалхи сасăлава хăрушсăрлăх йĕркине шута илсе йĕркелеççĕ. Суйлав участокĕсене пĕр харăсах нумай çынна кĕртмеççĕ, кĕнĕ çĕрте пĕр хутчен усă курмалли маскăсемпе, перчеткесемпе, ручкăпа тивĕçтереççĕ. Çапла вара сасăлав вăхăтĕнче чир ертес хăрушлăх пулмасть. Çавăнпа та районта пурăнакансем, хăйсен яваплăхне туйса июнĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕнче сасăлав вырăнĕсене çитессе шанатпăр.
Комментари
Людмила ЧИТНАЕВА,
районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ:
«Сасăлав июлĕн 1-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре пуçланать те 20 сехетчен пырать. Апла пулин те сасăлав участокĕсем пĕр эрне маларах — июнĕн 25-мĕшĕнченех çынсене йышăнма тытăнаççĕ. Çакă коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуррине пула сасăлав ирттернĕ чухне санитарипе эпидемиологи нормисене çирĕп пăхăнса ĕçлеме тивнипе çыхăннă. Чи малтанах участоксенче сасăлама килнĕ çынсем харăсах нумайăн пухăнса ан кайччăр тетпĕр. Аслăрах çулхисем тата сусăррисем патне килĕсене пырса сасăлаттарасси те сыхланса юлнă. Паллах, кун пирки комиссие маларах пĕлтермелле. Сасăлавра пурин те сыхлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине палăртас килет. Участоксенче ÿт температурине виçеççĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалла. Район çыннисем хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласса шанас килет. Çĕршывăн тĕп саккунне кĕртнĕ тÿрлетÿсем пирĕнтен кашнинех пырса тивнине манас марччĕ».
Алена ПОЛЯКОВА,
«Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн директорĕ:
«РФ Конституцине улшăнусем кĕртес енĕпе иртекен сасăлава хăрушлăхсăр йĕркелес тĕллевпе пур хÿтĕлев мерине те тытса пыма палăртнă. Сасăлакансен ÿт температурине виçсе кĕртĕç, пурне те харпăр хăй хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç, пÿлĕмсене дезинфекцилесех тăрĕç. Çапла сасăлав хăрушлăхсăр иртесси иккĕлентермест. Улшăнусем хамăршăн, сасăлава хутшăнса хамăрăн шухăша уçса парар».

Инна ЯДРОВА,
районти тĕп библиотека директорĕ:
«РФ Конституцине улшăнусем кĕртессишĕн иртекен сасăлава хаваспах хутшăнăп. Унччен коронавирус инфекцийĕ хальхи шайран чылай чакасса шанатăп. Суйлав участокĕсем те кăçал чиртен асăрханмалли мелсене шута илсе ĕçлессе пĕлтĕм. Апла пулсан, июлĕн 1-мĕшĕнче пĕр хăрамасăрах суйлав участокне çитсе сасăлама пулать».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *