Мĕн туни – куç умĕнче

Мĕн туни – куç умĕнче

«Ырă ĕç тăвакан, ĕмĕрлĕх ырă курать», — теççĕ халăхра. Чăннипех те çапла, ырă ĕç пурнăçлакан, çынсене пулăшакан çын чун-чĕрипе пуян. Çакăн пек çынсем пĕр тăхтаса тăмасăрах кирек епле ĕçе те пуçăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕ те кал-кал пырать.
Акă, Хырхĕрри ялĕнче пурăнакансем те ялта часовня туса лартасси пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Çак пысăк ĕçе пĕччен пурнăçлама çук. Кунта пĕрле пухăнса, канашласа, тăрăшса ĕçлени кирлĕ. Çак ялта пурăнакан Геннадий Рубцов каласа панă тăрăх, кăçал ĕмĕте пурнăçлама май килнĕ. Çак кунсенче часовня çурчĕ çине купол лартнă. Ăна Канаш епархийĕн 3-мĕш округри благочиннăйĕ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркÿ настоятелĕ Александр иерей сăвапланă. Купол хăпартнă çĕре ялта тата таврари ялсенче пурăнакансем те пуçтарăннă. Савăнăçлă пулăмшăн епле хĕпĕртемĕн;
— Часовньăн никĕсне яма, çуртне хăпартма, купол вырнаçтарма вăй çитертĕмĕр.Çак ырă ĕçрен пăрăнман çынсене пысăк тав. Уйрăмах Кĕçĕн Каçалта пурăнакансене палăртса хăварас килет. Павел Скворцов, Николай Воробьев ентешсем сахал мар пулăшрĕç, Кĕçĕн Каçал яшĕсем те ырă ĕçрен айккинче юлмарĕç. Мускавра тĕпленнĕ А.Садкова та чылай пулăшрĕ. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçленĕрен çакăн чухлĕ ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Ыттисем те часовньăна хута ярас ĕçе хутшăнасса шанас килет. Ял çыннисем тата ентешсем хастартарах пулсассăн ĕç хăвăртрах пурнăçланĕччĕ те, — пĕлтерчĕ Геннадий Рубцов.
Эпир вара шанатпăр: ырă кăмăллă, маттур, тăван тăрăха тĕрлĕ майпа пулăшма хатĕр ентешсем татах та пулĕç. Хырхĕрри ялĕнчи часовня алăкĕсем çитес вăхăтра кашни çыншăн уçăлĕç.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *