Пурнăç телейĕ çемьере

Пурнăç телейĕ çемьере

Хисеп те кирлĕ
Мăнаçланса çÿреме мар,
Çын хушшинче çын пек пулма,
Çын хушшинче çын пек туйма
Хисеп те кирлĕ.
Любовь Мартьянова.
Шурут ялĕнче пурăнакан Елизавета Козловăна çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем ырă кăмăлĕшĕн, яланах алă парса пулăшнишĕн, тараватлăхĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. Маттур та çирĕп кăмăллă хĕрарăм — йывăр самантра чăн малтан пулăшма хатĕр юлташ, шанчăклă, ырă чунлă мăшăр, çепĕç кăмăллă анне, тарават кукамай. Ларма-тăма пĕлмен хĕрарăм пур ĕçре те хастар. Ахальтен мар пулĕ пурнăçра вăл вĕрентекен профессине суйласа илнĕ, унпа пĕрлех пултарулăхĕ те унăн иксĕлми.
«Ĕç — пурнăç илемĕ», — теççĕ чăвашсем. Турă пур çынна та пĕр пек пултарулăх валеçмест пулин те, кашниех пурнăçра хăйĕн юратнă ĕçне тупать. Учитель ĕçне Лиза мĕн пĕчĕкрен кăмăлланă, профессие алла илес тесе ĕмĕтленнĕ, шкулта аван паллăсемпе вĕреннĕ. Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне филологи уйрăмне вĕренме кĕрет. 1982 çулта çамрăк специалиста чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Йÿç Шăхаль ялне яраççĕ. Асăннă шкулта вăл учитель, завуч, шкул директорĕ пулса тăрăшнă. Елизавета Геннадьевна яланах хăйне ашшĕ-амăшĕ шанса панă ачаран ăслă-тăнлă, чăн-чăн çын тăвас тесе тăрăшнă. Ăсталăхне пула кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Нумай вĕренекене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă.
«Ĕç çынна хисепе кăларать», — теççĕ чăвашсем. Хăйĕн ĕçне юратса, чунтан парăнса çитĕнÿсем туса пырать. Елизавета Геннадьевна — нихăçан та йывăрлăхсенчен хăраман, ĕçре маттур, пуян чун-чĕреллĕ, сăпайлă та тирпейлĕ хĕрарăм. Йÿç Шăхаль шкулĕ хупăннă хыççăн тепĕр аслă пĕлÿ илсе Шурут вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕнче ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă вĕрентекен хăй те, вĕренекенĕсем те нумай-нумай конкурссене хастар хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Елизавета Геннадьевна вĕрентсе кăларнă ачасем ăна яланах ырăпа асăнаççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ. Йÿç Шăхаль шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра Елизавета Геннадьевна Петр Козловпа паллашать. Пулас мăшăрĕ те шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ. 1986 çулта çамрăксем çирĕп те туслă çемье çавăрнă. Çемьере йĕркеллĕ ача-пăча ÿстерме амăшĕн ыркăмăллăхĕ, ашшĕн çирĕплĕхĕ кирлĕ, теççĕ. Козловсен ачисен куç умĕнче яланах ашшĕпе амăшĕн ырă тĕслĕхĕсем пулнă. Елизавета Геннадьевнăпа Петр Ефимович икĕ ачине те аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Татьяна фармацевтра ĕçлет, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Ывăлĕ Станислав — офицер, Крымра службăра тăрать. Сумлă мăшăр икĕ мăнукпа савăнать.
Хисеплĕ канăва тухсан та ĕçчен хĕрарăма Шурутри çĕнĕ культура керменĕн ертÿçи пулма шанаççĕ. Ялти хĕрарăмсен ушкăнĕ час-часах кÿршĕ ялсене çитсе хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.
Çитес кунсенче Елизавета Козлова хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Юбилей вăл — паллă кун, чарăнса тăрса каялла çаврăнса пăхса иртсе кайнă кунсем пирки савăнса аса илмелли вăхăт. Елизавета Геннадьевнăн пурнăçĕнче хаваслă, асра юлмалли самантсем пайтах пулнă, пулĕç те. Юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç, тăван кил ăшшине упраса мăшăрупа нумай çул савăнса пурăнма сунатпăр.
В.ЛЮБИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *