Вторник, 15 октября

Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасен пурнăçĕ татăлать

Аслисен тимсĕрлĕхне пула ачасен пурнăçĕ татăлать

Çулла — каникулсемпе отпусксен вăхăчĕ. Анчах та çак тапхăр савăнăçпа пĕрлех пăлхану та, шикленÿ те çуратать.
Çу кунĕсем ашшĕ-амăшĕнчен ачисем тĕлĕшпе ытти чухнехинчен те ытларах тимлĕх ыйтаççĕ, яваплăха ÿстерме хистеççĕ. Çакна вара ытахальтен палăртмастăп. Шăп та лăп çуллахи вăхăтра тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем нихăçанхинчен те ытларах инкеке лекеççĕ. Пурнăçран уйрăлнă тĕслĕхсем те сахалах мар.
Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2019 çулта республикăра 92 ача пурнăçран уйрăлнă. 2018 çулта çакăн йышши 118 тĕслĕхе регистрациленĕ. 2020 çулхи 3 уйăхри цифрăсем те чуна çÿçентереççĕ, 22 ача вилнĕ. РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕ ачасем вилнипе çыхăннă уголовлă ĕçсене тишкернĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă. Çул çитмен ача пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнин тĕп сăлтавĕсем çаксем. Ытларах чухне чун тĕпренчĕкĕсем шыва кайса е нумай хваттерлĕ çуртсенчи чÿречесенчен тухса ÿксе пурнăçран уйрăлаççĕ. Аслисем пĕчĕкскерсене килте пĕччен пăрахса хăварнине пула пушарта вилнисен шучĕ те пĕчĕкех мар. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен кĕлеткипе ачан çăварне е сăмсине хупласа лартнине пула вилнисем те йышлă.
Республикăра шыва кĕмелли вăхăт пуçланман пулин те, шывра ачасем путса вилнĕ тĕслĕхсене 3 регистрациленĕ те ĕнтĕ. Кăçалхи апрель уйăхĕнче Муркаш районĕнчи пĕр яла тăванĕсем патне килнĕ 8 çулхи арçын ача шыва кайнă. Тантăшĕсемпе уçăлса çÿренĕ чухне ял хĕрринчи пĕве патне çул тытнă. Пăр çийĕн утнă чухне шыва анса кайнă та вăл.
Май уйăхĕнче вара Вăрнар районĕнчи тепĕр çемьене çакăн йышши инкек пырса çапнă. Аслисем тимлĕхе чакарнăран çулталăкри шĕвĕркке пахчана тухса кайнă, унта пĕчĕк пĕве çывăхне пынă та путса вилнĕ.
Эрех-сăрапа иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе те ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене тата ялсенчи старостăсемпе депутатсене тимлĕрех пулма чĕнсе калас килет. Нумай чухне вĕсем яваплăха туйманран, тĕпренчĕкĕсене тивĕçлипе тимлĕх уйăрманран ачасен пурнăçĕ татăлать те.
Асăннă тĕслĕхсене, асăрхаттарусене ашшĕ-амăшне, кукашшĕ-кукамăшне ачасем тĕлĕшпе яваплăха тата тимлĕхе ÿстермеллине палăртса илсе кăтартрăм. Вĕсем ыттисемшĕн пурнăç урокĕ вырăннех пулмалла.
Р.ЖУКОВА,
çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *