Воскресенье, 13 октября

Масар çине кайма юрамасть!

Масар çине кайма юрамасть!

Вилнисене асăнмалли кун çывхарать. Кăçал Троица июнĕн 7-мĕшĕнче пулать.
Мăнкун иртсен çичĕ эрнерен паллă тăватпăр эпир ăна. Çак кун кашниех çут тĕнчерен уйрăлнă тăванĕсене масар çине пырса асăнма тăрăшать. Хăшĕсем вилнисене асăнмалли кун — июнĕн 6-мĕшĕнче — масар çине çитеççĕ. Халиччен çак кунсенче масар çине çитме нимĕнле чару та пулман, кăçал вара коронавирус пандемине пула ытти чухнехи пек масар çине кайса асăнма май килмĕ. Чир анлă сарăлнă вăхăтра кашниех ăнланмалла: масар çине кайма юрамасть. Çакă пĕтĕмпех çынсен сывлăхне упрассипе çыхăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев алă пуснă «Чăваш Республикин территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ /COVID-19/ сарăлассине пÿлмелли тата ытти мерăсем çинчен» 92-мĕш Указра халăх йышлă пухăнакан вырăнсене тата масарсене çÿреме юраманни çинчен çирĕп каланă. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пур район çыннисене те Троица уявĕнче масар çине кайма тăхтама сĕннĕ. Çак ыйтăва республикăра коронавирус инфекцийĕпе кĕрешмелли оперативлă штаб ларăвĕнче сÿтсе явнă. Унта Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская хăйĕн шухăшне çапла палăртнă:
«Çимĕкре масар çинче халăх пуçтарăнать, ытти регионтан та килеççĕ. Çынсем апат-çимĕç, ĕçме-çиме илеççĕ, пĕр савăт-сапапа хăналанма тытăнаççĕ. Гигиенăна пăхăнма масар çинче услови те çук. Кун пек лару-тăру коронавируспа чирлекенсен йышне ÿстерме пултарать».
Çавна май республикăра, районта пурăнакансен Троица уявĕнче вилнĕ тăванĕсене килте асăнмалла. Масарсем çине кайма юраманнине эпир хаçат страницисенче те пĕлтеретпĕр, Интернет уçлăхĕнче те чылай çыраççĕ. Ял тăрăхĕсенчи масарсем çине кĕнĕ çĕрте, лавккасенче, кашни юпа çумĕнче тенĕ пек пĕлтерÿсем çакнă: «Вилнисене асăнма кайма юрамасть. Масарсем хупă». Шăматкун, вырсарникун масарсенче полици ĕçченĕсемпе администраци сотрудникĕсем йĕркене тĕрĕслесе тăрĕç.
АЛЕКСАНДР ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Йышăннă мерăсем вăхăтлăх, вĕсем паянхи лару-тăрура питĕ кирлĕ. Пурне те лару-тăрăвăн çивĕчлĕхне ăнланма, яваплăха туйма ыйтатăп. Хăвăра, çывăх çыннăрсене коронавирус ертесрен упрама тăрăшăр. Уйрăмах çакă аслă çулхисене пырса тивет. Хăвăрăн несĕлсен вилтăприйĕсем çине эсир каярахпа кайса килеетĕр, халĕ вара эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланасса кĕтер!
Çветтуй Троица кунĕнче масарсем çине ан кайăр, килтех пулăр. Хăвăра, çывăх çыннăрсене упрăр, сывлăхлă пулăр!
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *