Вторник, 30 апреля

Тĕп вырăнта – чире сарăлма чарасси

Тĕп вырăнта – чире сарăлма чарасси

Июнĕн 3-мĕшĕнче районта коронавирус инфекцине сарăлма парас мар тĕллевпе ятарлă канашлу иртнĕ. Унта ЧР физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров хутшăннă.
Район больницин тĕп врачĕ Николай Васильев, потребительсен прависене хÿтĕлекен федераллă службăн управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕркене сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Прохоров тата район прокурорĕ Олег Васильев коронавируспа çыхăннă районти лару-тăрупа, ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 92 №-лĕ хушăвĕ мĕнле пурнăçланса пынипе, инфекцие сарăлма парас мар тĕллевпе оперштаб туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов коронавируса малалла сарăлма чарас тĕллевпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен каласа панă, Çветтуй Троица уявĕнче йышлăн пуçтарăнма чарнине палăртса хăварнă. Районта ятарлă мобильлĕ ушкăнсем кулленех ĕçлеççĕ. Вĕсем район çыннисем самоизоляци режимне мĕнле пăхăннине, маскăсем тăхăннине сăнаса тăраççĕ, магазинсен, парикмахерскисен, обществăлла транспортăн ĕç-хĕлне пандемие кура мĕнле йĕркеленине тĕрĕслеççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, район территорийĕнче чире хирĕç чылай ĕç тунине палăртнă канашлура. Чиртен хăтăлас тесен вара малалла та пурин те пĕр шухăшлă пулса йышăннă ятарлă мерăсене пăхăнмалла.
Июнĕн 3-мĕшĕ тĕлне района 107 çын коронавируспа чирлĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *