Ял-салара пурăнар-и савăнса…

Ял-салара пурăнар-и савăнса…

Мĕн туни çинче чарăнса ларас марччĕ, хамăр пурăнакан вырăна малалла та хăтлăлатасчĕ.
Çулсеренех районта обществăлла инфратытăма аталантарас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе юлашки çулсенче пуçарулăх çинче никĕсленнĕ бюджетпа усă курни чылай çăмăллăх кÿрет. Район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе район территорийĕнче пуçаруллă бюджетпа усă курса пĕтĕмпе 10329 пин тенкĕлĕх 29 проект пурнăçа кĕртмелле. Вĕсенчен 6197,5 пин тенки республика бюджетĕнчен, 2863,1 пин тенки — вырăнти бюджетран, 1268,4 пин тенки — халăхăн тата юридици сăпачĕсен укçи.
Çак проектсемпе ялсенчи çулсене, ача-пăча площадкисене, масарсене, кану вырăнĕсене хăтлăлатма, урамри çутăсене улăштарма палăртнă.
Районти ял тăрăхĕсенче тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Акă, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче Янкасси ялĕн урамĕсенчи çутăсене улăштарнă, Нĕркеç ялĕнчи ача-пăча площадкине хута янă, Хирти Ĕнелти юханшыва тасатнă тата 2 проект планра. Хырхĕрри ял тăрăхĕнче 3 проекта пурнăçа кĕртнĕ тата тепĕр проекта пуçăнмалла. Урмаел, Чĕчкен, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсенче 2-шер проект ĕçĕсене вĕçленĕ. Тукай ял тăрăхĕнче 2 проекта хута янă, теприне вĕçлемелле. Шурут ял тăрăхĕнче пĕр проект ĕçе кĕртнĕ тата иккĕ пурнăçланмалла. Александровка, Асанкасси ял тăрăхĕсенче — пĕрер проект. Комсомольски ял тăрăхĕнче 5 проект пурнăçа кĕмелле. Куратăр ĕнтĕ, пуçарулăх çинче никĕсленнĕ бюджетпа чылай ĕç пурнăçлама май пур. Кунта ял тăрăхĕн администрацийĕ вырăнти халăхпа канашласа, пĕр шухăшлă пулса ĕçлени кăна кирлĕ. Тумалли, юсамалли, хăтлăлатмалли вара пур çĕрте те туллиех. Апла пулсан пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса ларас марччĕ, ырă шухăш-тĕллевпе малаллах талпăнса ял-салари вырăнсене хăтлăлатсах пырасчĕ. Пурăнакан тавралăх илемлĕ те таса пултăр.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *