Вторник, 23 апреля

Ялти клуба юсарĕç

Ялти клуба юсарĕç

Киров поселокĕнче çуралса ÿснĕ Илья Александрович Абдюшева районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл 10 класс вĕренсе пĕтерсен Шупашкара института вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн çар службинче тăнă. Çартан таврăнсан хитре те сăпайлă çамрăк каччăна, пултарулăхне кура, районти комсомол организацийĕн пĕрремĕш секретарьне лартаççĕ. Вăл çынсемпе, çамрăксемпе часах пĕр чĕлхе тупнă, нихăçан та хăйне пысăка хурса çÿремен. Районта ĕçленĕ пулсан та, ялти клуба çÿреме вăхăт тупатчĕ, спектакльсем лартнă çĕре хутшăнатчĕ. Ют ялсене те çÿренĕ спектакль лартма, чăн-чăн артист пек ăста вылятчĕ шанса панă рольсене.
Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарта пурăнать, анчах яла нихăçан та манса каймасть. Ватă ашшĕ-амăшне пулăшсах тăрать. Юлашки çулсенче пирĕн ялти клуб «шăпи» чылай калаçтарчĕ, хупăнать тесе те калаçрĕç. Ял халăхĕ тăрăшнипе ялти культура вучахне сÿнме памарăмăр, юсав ĕçĕсене пикентĕмĕр. Илья Александрович та айккинче тăрса юлмарĕ. Клуба кĕмелли пысăк алăка хăй вăйĕпе тутарса лартса пачĕ.
Вера Ефимова клуб валли чÿрече каррисем çĕлерĕ. Юрий Григорьевпа Николай Можаев çурта шал енчен йăлт юсарĕç, штукатурка турĕç, маччана çĕнетрĕç. Николай Самсоновпа Алексей Абдюшев хăйăр турттарса килчĕç. Ял çыннисем те айккинче юлмарĕç. Ял старости Анатолий Краснов ĕçпе те, сĕнÿсемпе те пулăшса пычĕ.
Çак ĕçсене клуб заведующийĕ Лидия Скворцова йĕркелесе ертсе пычĕ. Питĕ тăрăшуллă ĕçчен тесе калас килет ун пирки.
Ялти клуб ĕçлет пулсан, ял çыннисем хаваспах клуба çÿресен — ял пĕтмест-ха, малаллах талпăнать.

Т.ГРИГОРЬЕВА.
Киров поселокĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *