Юлашки шăнкăрав янăрарĕ онлайн

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ онлайн

Коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăçал уявсене паллă тăвасси çине пысăк витĕм кÿчĕ. Çавна май юлашки шăнкăрав та шкулпа сывпуллашакансемшĕн онлайн мелпе янăрарĕ.
Кăçал районти шкулсенче пурĕ 125 яшпа хĕр 11-мĕш класс пĕтерет. Шкул директорĕсем, класс ертÿçисем, пĕрремĕш учительсем видеосаламсем хатĕрлесе вĕсене уявпа саламларĕç, анлă пурнăç çулĕ çине тухса çитĕнÿсем тума, тăван шкул ятне çÿлте тытма сунчĕç. Уяв урăх форматпа иртрĕ пулсан та, вăл выпускниксене чăннипех те хумхатрĕ. 11 çул шкул сукмакне такăрлатнă хыççăн тăван шкултан, юратнă учительсенчен уйрăласси, паллах, чун-чĕрене хускатать.
Выпускниксен ашшĕ-амăшĕсем те уявран айккинче юлмарĕç, вĕсен ачисене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ, кунран-кун пĕлĕвне тарăнлатма пулăшнă учительсене тав сăмахĕ калама васкарĕç.
— Паллах, юлашки шăнкăрав уявне унчченхилле пысăк йышпа пуçтарăнса ирттернине нимĕн те çитмест. Çак уява кашни ачах чăтăмсăррăн кĕтет вĕт. Тĕнчери лару-тăру çăмăл мар пулсан та, кăçал та юлашки шăнкăрав пулчех. Выпускниксене такăр çул, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме сунатăп. Пирĕн ачасене пĕлÿ парас тесе тăрăшнă учительсене вара чĕререн тав тăватăп, — уçать шухăшне Нĕркеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухакан Юрийĕн ашшĕ Владимир Воронов.
Кăçалхи выпускниксен ытти çулсенчи пек илемлĕ, шавлă уяв пулаймарĕ пулин те, çак кун вĕсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Ăнăçу сире, шкул пĕтерекенсем!
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *