Вторник, 23 апреля

Çурхи кун хĕл хырăмне тăрантарать

Çурхи кун хĕл хырăмне тăрантарать

Çуркунне çĕр ĕçченĕн кашни сехечĕ шутра. Пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Çурхи кунпа туллин усă курса тăрăшуллă ĕçлесен кĕркунне ампарсем пуян тухăçпа тулли пулĕç. Çанталăк тепĕр чухне çумăр çуса е ахăр çил тустарттарса «кĕтмен парнепе савăнтаркаласан» та ял хуçалăх кооперативĕсенче çураки ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ.
«Луч» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 650 гектар çинче çитĕнтерме планланă. Çак ĕçе 500 гектар çинче пурнăçланă — 200 гектар тулă, 250 гектар урпа, 50 гектар сĕлĕ акнă. Урпа тата 50 гектар акмалла. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекенсем пĕр çул ÿсекен курăксене тата куккурус акса хăварас енĕпе те тăрăшса ĕçлеççĕ.
Уй-хирти ĕçченсен тăрăшулăхне палăртса хăвармасăр май çук. Вĕсем пуçăннă ĕçе тĕплĕ те тухăçлă пурнăçлама хăнăхнă. Сергей Андреев сеялка çаклатнă тракторпа ĕçлет. Игорь Терентьевпа Игорь Семенов сеялка çинче тимлеççĕ. Юрий Шеверов каток кăкарнă тракторпа, Анатолий Егоров культиваторпа тăрăшаççĕ, Виталий Шорников сÿрелет. Сергей Кадыковпа Валерий Краснов водительсем имçамланă вăрлăха вăхăтлă турттарса тăраççĕ.
Паллах, ĕç çураçулăхĕ, ăнăçулăхĕ ертÿçĕ ăнланса ăна тĕрĕс йĕркеленинчен нумай килет. «Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Паян тумалли ĕçе ырана хăвармалла мар. Кая юлсан — каю шăтать», — тет «Луч» ЯХПК ертÿçи Анатолий Васильевич Семенов. Вăл кăçал хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ икĕ МТЗ трактор, каток туянни, кĕркунне техникăна тата çĕнетме ĕмĕтленни çинчен пĕлтерчĕ. Ĕçченсен тăрăшуллăхĕпе хастарлăхĕ çинчен хĕпĕртесе калаçрĕ.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *