Понедельник, 29 апреля

Ялта пурăннишĕн ÿкĕнмеççĕ

Ялта пурăннишĕн ÿкĕнмеççĕ

Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Орешкинсен пысăк çемйи ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Анастасийăпа Александр 3 хĕр çитĕнтереççĕ. Асли Алеся 4-мĕш класра вĕренет, Ольга 2-мĕшĕнче ăс пухать, чи кĕçĕнни вара ача садне çÿрет. Александр Орешкин çемьере кĕçĕнни пулнăран ялтах тĕпленнĕ. Çемйипе ашшĕ-амăшне, мăнкукамăшне пăхса, пулăшса пурăнать.
Орешкинсем фермер хуçалăхĕ тытаççĕ. Ĕне, пăру ĕрчетеççĕ. 30 гектара яхăн çĕр çинче нумай çул тата пĕр çул ÿсекен курăк, урпа çитĕнтереççĕ. Хуçалăха ертсе пыраканĕ — çемье пуçĕ Александр. Вăл Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агроном профессине алла илнĕ, тепĕр аслă пĕлĕвĕ — кредит организацийĕн бухгалтерĕ. Александрăн вĕренни сая кайман. Çуркунне ÿсентăрана акма та, туса илнĕ тупăша шутлама та пĕлĕвĕ çителĕклĕ. Мăшăрĕ Анастасия Патшалăх перекет банкĕнче ĕçлет. Маттур çемьен алă усса ларма вăхăт çук. Пахчара темĕн тĕрлĕ чечек, улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Уйрăмах çак ĕçпе Александрăн амăшĕ Юлия Васильевна кăсăкланать. Теплицăсенче купăста калчисем ÿстереççĕ, помидорсен сорчĕ те йышлă. Ылтăн алăллă çемье кÿршĕ-аршисене пулăшма та вăхăт тупать. Çемьере вара ачасене ĕç çумне хăнăхтарасси, вĕсене тĕрĕс воспитани парасси малти вырăнта. Орешкинсем те ачисене мĕн пĕчекрен çынна ырă тума, пĕр-пĕрне пулăшма, ĕçе вĕрентеççĕ. Çĕнĕ куна мĕнрен пуçлассине пĕрле сÿтсе яваççĕ. Ялта юлнăшăн пĕрре те ÿкĕнмеççĕ, çуралнă тăрăха малалла аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *