Вторник, 16 апреля

Чарусене пăрахăçлама май çук

Чарусене пăрахăçлама май çук

Çак кунсенче РФ Президенчĕ В.В.Путин çĕршывра самоизоляци йĕркине пĕтерсе пыма майсем пурри çинчен пĕлтерчĕ. Çакна тума регионсен виçĕ кăтартăва тивĕçтермелли пирки каларĕ. Шел пулин те, пирĕн республикăра хальлĕхе пандемипе çыхăннă чарусене пĕтĕмпех пăрахăçласси çинчен ĕмĕтленмелли те çук.
Май уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнса республикăра коронавирус ернĕ çынсен шучĕ темиçе хут пысăкланнă. Унччен симптомсăр инфекциллисем ытларах — 90 процент — пулнă пулсан, халĕ регионта йывăр чирлĕ çынсен шучĕ тăруках ÿснĕ. Инфекци симптомĕллĕ граждансен пысăк пайĕ — Чăваш Ене ют регионсенчен таврăннисем. Чи хăрушши — вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ирĕкĕпе медицина учрежденийĕсене пыманни, сывлăхне тĕрĕслеттерменни. Шăпах çакă инфекци сарăлассине вăй панă.
Района илес пулсан, лару-тăру çивĕчленсе пыни куçкĕрет. Майăн 6-мĕшĕнче коронавирус инфекциллĕ 15 çын пулнă пулсан, майăн 13-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 35 çынна çитнĕ. Çавăнпа та чире ертес мар тесен, килте ларни усăллăрах. Ĕçлекен предприятисенче сыхлăхпа çыхăннă мерăсене туллин пурнăçласа пыма тăрăшмалла, обществăлла вырăнсене маскăсемпе çеç тухмалла. Карантинра ларма хушнисен вара çын хушшине пачах та тухмалла мар, шăпах вĕсем ыттисене чир ертме пултараççĕ.
Хăнăхнă пурнăç йĕркине каялла тавăрасси кашни çынран килет. Ытлашши тухса çÿрес марччĕ, чир ересрен сыхланасчĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУÇЛĂХĔН ТИВĔÇĔСЕНЕ ВĂХĂТЛĂХ ПУРНĂÇЛАКАН ОЛЕГ НИКОЛАЕВ:
«Шел пулин те, май уявĕсем вăхăтĕнче Чăваш Енри лару-тăру çивĕчленчĕ. Инфекци лекнĕ çынсем пирĕн нумайланчĕç, çав вăхăтрах госпитализациленĕ çынсен шучĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Ятарлă мерăсене вĕçлес тесен çĕршыв правительстви виçĕ кăтартăва хаклама каларĕ. Вĕсенчен пĕри çеç пирĕн республикăра хальлĕхе лайăх. Лару-тăрăва шута илсе эпир пĕтĕм организацисемпе предприятисене ĕçе кăларма пултараймастпăр-ха. Палăртса хăваратăп: маларах Чăваш Енре производство предприятийĕсене, строительство организацийĕсене тата пулăшу сферин хăш-пĕр организацийĕсене ĕçлеме ирĕк панăччĕ. Халĕ çак списока анлăлатма пултараймастпăр. Çав вăхăтрах ку ыйтăва анлăн сÿтсе яватпăр. Чару мерисене хăвăртрах вĕçлес тесен пурин те палăртнă йĕркесене пăхăнас пулать, çав шутра: самоизоляцие пăхăнмалла, çынсемпе сахалрах хутшăнмалла, гигиена йĕркисене пăхăнмалла, маскăсемпе çÿремелле. Çак йĕркесене пăхăнни пире лару-тăрăва алăра тытма пулăшĕ».
Майăн 12-мĕшĕнчен Чăваш Енре уçă сывлăшра хусканусем тума юрать. Анчах икĕ çынран ытла пулмалла мар, вĕсен 5 метр дистанцие пăхăнмалла. Урама уçăлма тухма та ирĕк панă. Анчах икĕ çынран ытла мар. Ашшĕ-амăшĕн вара ачисемпе ?хăть миçен пулсан та/ уçăлма тухма юрать. Ыттисенчен айккинче çÿремелле, дистанцие пăхăнмалла. Ача-пăча лапамĕсене хальлĕхе уçман.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *