Çуркунне çитрĕ те пуçланчĕ. Мĕн тетĕр-и? Качакасем ирĕке тухрĕç.
Вĕсене халь урамра е пĕр-пĕр учреждени-организаци территорийĕнче çÿренине сăнама, курма пулать. Çак кунсенче вара вĕсем «Каçал ен» хаçат редакцийĕн пахчинчи чечексене пит юратрĕç. Хĕл кунĕсенче хупăнса тăнăскерсем, халĕ ирĕкре йăкăлт-якăлт сиккелесе çеç çÿреççĕ. Чи малтан качакасене редакци пахчи илĕртнĕ пулмалла. Кунта вĕсем чечеке ларма хатĕрленекен тюльпансене ирĕккĕнех шĕкĕлчесе тухрĕç те малалла централла чупрĕç. Малашне вĕсем ытти вырăнсене те çитĕç, унти лару-тăрупа паллашĕç, нумай сăтăр кÿрĕç. Çав вăхăтра вара хуçисем коронавирусран сыхланса килĕсенче ларĕç.
Н. МЕДВЕДЕВА.