Кашни салтакăн шăпи хăйне евĕр пулса тухнă. Пĕрисем вăрçăн пĕрремĕш ку-нĕнчех салтак атти тăхăнса пилĕк çул ăна ураран хывмасăр Берлина çитиех утса тухнă, теприсем пĕрремĕш çапăçурах вăрçă хирĕнче суранĕсенчен юн юхтарса выртса юлнă, виççĕмĕшĕсем тăхлан çумăрĕ айĕнче ыттисене хăйсем хыççăн тапăнăва çĕклесе уйрăмах паттăрлăх кăтартнă… Комсомольскинче пурăнакан Павел Сорокиншăн вара вăрçă тыткăнри хăрушă кунсемпе, выçăллă, тертлĕ-нушаллă пурнăçпа асра юлнă.
1941 çулхи август уйăхĕнче Павел Сорокинăн вăрçа кайма ят тухнă. «Повестка илсен икĕ сехетрен пуçтарăнмалли пункта çитмеллеччĕ. Япаласемпе документсене пуçтартăм та районти çар комиссариатне кайрăм. Хамăр ялтан саккăрăнччĕ эпир. Канаша çитсен пире пурне те кăнтăралла каякан эшелон çине вырнаçтарчĕç. 200 çынна Туапсере антарса хăварчĕç. Унти çар училищинче пире икĕ уйăх çар ĕçне вĕрентрĕç. Кайран 25 çынна карап çине лартса Севастополе илсе кайрĕç», — путать аса илÿ авăрне ветеран.
Павел Сорокин Херсонесри 26-мĕш прожектор станцине лекнĕ. Унăн çывăхĕнче Хĕрлĕ Ялавлă, Ленин орденĕллĕ 25-мĕш Чапаев дивизийĕ вырнаçнă. Станцин тăшманăн тинĕс енчен килекен десанчĕсене малалла ирттермелле пулман. 26-мĕш прожектор станцийĕ çакна пурнăçлама пултарнă, анчах та паттăр хÿтĕлевçĕсенчен чылайăшĕн пурнăçĕ кунта татăлнă.
Севастополь чылай вăхăт тăшмана парăнман, хÿтĕлевçĕсем тăшман атакисене тивĕçлĕн сирсе пыма вăй çитернĕ. Уйрăмах 1942 çулхи çулла кунта питĕ хĕрÿ çапăçусем иртнĕ. Июнĕн 31-мĕшĕнче Павел Сорокин дежурствăра тăнă. Шăпах çак кун нимĕçсен истребителĕсем тапăнăва тухнă, тÿперен тăхлан çумăрĕ çутарса хулана аркатнă, халăха пĕр шелсĕр тĕп тунă. Сасартăк Павел алли пĕçерсе кайнă — тăшман пульли ăна витĕр шăтарса тухнă. Салтак, çухалса каймасăр, майкине çурса илнĕ, ăна шăлĕпе çырта-çырта сурана çыхса хунă. Анчах нуша курасси çакăнпа вĕçленмен, пуçланнă çеç тесен те юрать. Истребительсем тÿперен тăкакан бомба çумăрĕ мĕн пуррине йăлт çĕрпе танлаштарнă. Бомба ванчăкĕсем Павел Сорокинăн сылтăм урине хытах суранлатнă. Тавралăх кăшт лăпланнă пек пулсан пĕчченех асапланса выртакан салтак патне тепĕр икĕ салтак пырса тухнă. Ăна вĕсем ытти йывăр аманнисем патне сĕтĕрсе кайса вырттарнă, карап вĕсене илсе каясса шаннă. Кĕтни кăлăхах пулнă. Хамăрăннисем вырăнне аманнă салтаксем патне нимĕçсем килсе тухнă, тыткăна илсе кайнă.
«Лагерьте эпир çара çĕр çинчех выртса тăнă, эмелсем те, бинтсем те паман пире. Сурансене тухтăрсем сиплемен. Аманнă вырăна хупах çулçисемпе чĕркеттĕм, тумтиртен татăксем çура-çура бинт вырăнне çыхса хураттăм. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çăкăрĕ çитеретчĕç. Çиелти аванахчĕ, варри вара пиçсе çитместчĕ унăн. Ăна та пулин, кăшт çеç паратчĕç», — аса илет çамрăк чухне темле нуша та курнине ветеран. Тыткăна лекнĕ салтака хыпарсăр çухалнисен шутне кĕртнĕ. Павел Сорокин вара мĕнле те пулин чĕрĕ юлас тесе тапаланнă, мĕн пур асапа чăтса ирттерсе малалла талпăннă.
Виçĕ çула яхăн тыткăнра пулнă вăл, темиçе лагере те çитнĕ. Выçăлла, йывăр ĕçре асаплантарнă тыткăнри салтаксене, выльăх вырăнне хурса апат пăрахса панă. Пĕрремĕш хĕле сысна витинче ирттернĕ П.Сорокин, выльăхсене пăхакан тепĕр икĕ çынпа сыснасемпе пĕрле çывăрса пурăннă.
1945 çулхи апрель уйăхĕнче хулана акăлчансем ирĕке кăларнă, тыткăнри салтаксем те тинех çăмăллăн сывласа янă. Вĕсене ушкăнсене пайласа тăван çĕре куçарса кайнă. Шел пулин те, тыткăна лекнĕ чылай салтакăн шăпи синкерлĕ килсе тухнă. Нумайăшне Тăван çĕршыва сутнă тесе айăпланă. Телее, Павел Сорокин тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлăн тухнă, тĕрĕслекенсем вăл Севастополь хÿтĕ-левçи пулнине ĕненнĕ. Унăн тÿрех тăван яла таврăнма май килмен, ăна службăра хăварнă. Тăван тăрăха Павел Сорокин 1946 çул вĕçĕнче çеç таврăннă.
Комсомольскине таврăннă хыççăн Павел Сорокин çемье çавăрнă. 40 çул Канашри линитехника участокĕнче ĕçленĕ, ялсем тăрăх телефон кĕртсе çÿренĕ.
98 çул тултарнă ветеран вăрçăри хăрушă кунсене халĕ те тăтăшах аса илет. Унăн чĕрине тарăн суран пулса кĕрсе вырнаçнă вĕсем. «Эпĕ курнă терт-нушана урăх никамăн та курмалла ан пултăр», — тет вăл час-часах.
Н.МЕДВЕДЕВА.