Калча çитĕнтереççĕ

Калча çитĕнтереççĕ

Çак кунсенче манăн Хирти Мăнтăр ялĕнчи Василий Михайлов фермер хуçалăхĕнчи ĕçченсемпе курса калаçма тÿр килчĕ. Çамрăксен ушкăнĕ кунта хăйĕн вăйĕпе çĕнĕ пысăк теплица ăсталаса лартнă. Калчасене шăварас ĕçе те механизациленĕ. Кăçал фермер хуçалăхĕ «Профессор», » Застольная», «Универс», «Муксума», «Тобиа» купăста сорчĕсене кашнин уйрăмлăхне шута илсе акнă. Ĕçе пĕлсе, тăрăшса пурнăçлани куç умĕнче. Пĕр вăрă та шăтмасăр юлман.
Урамра май çук çиллĕ те çумăрлă пулсан та Алексей Бугровский, Сергей Воронцов, Василий Воронцов, Сергей Данилов ĕçченсем палăртнă вăхăтра ĕç вырăнĕнче. Паян ĕçченсен пĕр-пĕрин çине сийлесе купаланă купăста калчин кассетисене ăшă вырăнтан сулхăнрах тата ирĕкрех пÿлĕме куçармалла. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçламасан купăстан шăтнă черченкĕ калчисем аманма, хуçăлма пултараççĕ.
Ĕçченсем шанса панă ĕçе вăхăтра тата тĕплĕ пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕ Василий Михайлов, ĕç аллисем çителĕксĕрри çинчен те пăшăрханса калаçрĕ. Çуркунне çитнĕ май кунта тăрăшакансен пĕр кун та килте ларма вăхăт çук. Паха тухăç илес тесессĕн иртерех ĕçе пуçăнма тивнине фермер хуçалăхĕнче лайăх пĕлеççĕ. «Пĕтĕм ĕç вăхăтра пурнăçланипе паха. Алă усса ларма юратмастпăр эпир», — теççĕ вĕсем.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *