Пятница, 19 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Районти хуçалăхсем халĕ кашни кунпа туллин усă курса уй-хирте пикенсех ĕçлеççĕ.
Паянхи кун тĕлне пурĕ 2976 гектар çинчи кĕрхи культурăсене апатлантарнă. Ку пĕтĕмĕшле лаптăкăн 80,72 проценчĕпе танлашать. Нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарас ĕçе те пикеннĕ. Хальлĕхе ăна 793 гектар çинче пурнăçланă. Ку пĕтĕмĕшле лаптăкăн 18 проценчĕпе танлашать.
Çураки тăвакансен те ĕç кал-кал пырать. Хальлĕхе пурĕ 952 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă. Çав шутра 558 гектар — урпа, 270 гектар — çурхи тулă, 74 гектар — сĕлĕ, 50 гектар — пăрçа йышши культурăсем, 195 гектар — выльăх апачлĕх культурăсем, 22 гектар — вăрлăхлăх тата пахча çимĕç культурисем.
Пурĕ районти хуçалăхсенче 7256 гектар çĕртмене тата 2780 гектар нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене сÿреленĕ. 1261 гектар çинчи çĕртмене культивациленĕ.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 573 тонна вăрлăхне имçамланă, 589 тонна çĕрулмине яровизациленĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *