Вторник, 27 февраля

Вирус никама та шеллемест

Вирус никама та шеллемест

Пирĕн çĕршывшăн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн те йывăр тапхăрта пурин те килте лармалла. Çапла майпа çеç эпир коронавирус чирне парăнтарма пултаратпăр. Çĕнĕ инфекци этемпе шÿтлеменнине, шел те, халĕ пурте ăнланса илеймен-ха.
Коронавирус хăрушлăхĕ пирки влаç та, массăллă информаци хатĕрĕсем те пĕлтерсе, асăрхаттарса тăраççĕ пулин те, çынсем сывлăхне упрасси пирки питех те пăшăрханмаççĕ. Район центрĕнче васкамасăр уçăлса çÿрекенсем те, магазинсенче тавар туянакансем те, ушкăнпа пухăнса тăракансем те, подъездсем умĕнче саксем çинче ларакансем те пур-ха. Вирус шелсĕрри кунран-кун çурĕпленсе пырать. «Мана чир ермест», — тесе ĕнентерме тăрăшни паян пулăшаймасть. Çакна пире цифрăсем çирĕплетсе параççĕ. Тĕнчере, Раççейре, республикăра, районта чирлисен йышĕ ÿсет. Акă, апрелĕн малтанхи кунĕсенче республикăра пĕр çын çеç чирленĕччĕ, халĕ вара 225 çын коронавируспа чирлени паллă. Районта пуçласа апрелĕн 9-мĕшĕнче пĕр çын чирлĕ тесе палăртрĕç. Паянхи куна 6 çын коронавирус аллинче.
— Асăннă цифрăсем тĕрĕс. Пирĕн районта 6 çын чирлĕ пулнине анализсем çирĕплетрĕç. Вĕсене паянхи кун тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ, вĕсем Шупашкар хулинчи инфекци больницинче сипленеççĕ. Медицина ĕçченĕсем 25 çынна сăнаса тăраççĕ, 17 çыннăн анализĕ çак кунсенче паллă пулĕ. Çав тери пăшăрханса ÿкме, паллах, сăлтав çук, пациентсене сиплеçççĕ, анчах та тимлĕхе ÿстермелле, гигиенăпа профилактикăна çирĕп пăхăнмалла. Районти тĕп больницăри инфекци уйрăмĕ штатлă режимпа ĕçлет, йывăр чирлисене йышăнать, — пĕлтерчĕ район больницин тĕп врачĕ Николай Васильев.
— Коронавируспа чирлисен шутне кăтартакан цифрăсем куллен улшăнса пыраççĕ. Шел те, вĕсем чакмаççĕ, ÿсеççĕ. Çавăнпа та чи малтан районта пурăнакансене хăрушсăрлăх правилисене тĕпе хума, хавшакрах сывлăхлисене уйрăмах асăрхануллă пулма сĕнесшĕн. Ют çĕршывсенчен, ытти регионсенчен килекенсене ăçтан килнине тивĕçлĕ органсене тÿрех пĕлтерме ыйтасшăн. 14 кун килте карантинра пулмаллине те ăша хывасчĕ. Çемьери ытти çынсемпе хутшăнас марччĕ. «Килте пулмалла» — тенине тĕпе хурса килте пулма тăрăшăр. Пысăк сăлтавсăр урама ан тухăр, çынсемпе ан хутшăнăр, йышăннă мерăсене пăхăнăр! Ун чухне эпир усал чире çĕнтерме пултаратпăрах, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов çынсене татах та тимлĕрех пулма ыйтса.
Çавăнпа та тепĕр хут çакна каласа хăварас килет: яваплăрах пуласчĕ, хамăрăн тата çывăх çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕ çинчен шутласчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *