Аслă çулхисене – пособи

РФ Правительствин апрелĕн 16-мĕ-шĕнче йышăннă 517 №-лĕ постановленийĕ тăрăх, апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен самоизоляцире килте ларакан 65 çултан аслăрах, ĕçлекен çынсене социаллă страхлав фондĕнчен вăхăтлăха ĕçлейменнине кура ятарлă пособи пама йышăннă. Çакă асăннă категорие кĕрекен отпускри çынсене тата дистанци мелĕпе ĕçлекенсене пырса тивмест.
Ĕç паракансем социаллă страхлав фондне кирлĕ информацие ярса панă хыççăнах çÿлерех асăннă граждансене 11 куншăн пособи куçарса параççĕ.
Апрелĕн 20-мĕшĕ тĕлне 65 çул тултарса ĕлкĕрнĕ граждансене изоляци вăхăтĕнче /апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен/ медицина учрежденине каймасăрах карантина пула ĕçе çÿремелле марри çинчен хут çырса параççĕ.
Çак пособи çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес текенсен социаллă страхлав фончĕн регионти уйрăмне çак номерсемпе шăнкăравлама пулать: 8/8352/30-39-09, 30-39-15, 30-38-62, 30-38-56.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *