Вторник, 7 февраля

Курăка çунтарни пушар кăларать

Курăка çунтарни пушар кăларать

Кашни çулах юр ирĕлсе пĕтсессĕн, çĕр типме тытăнсассăнах типĕ курăк çуннипе пулакан пушарсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара асăннă тапхăр ытти çулхинчен иртерех пуçланчĕ. Çанталăк ăшă тăнине кура çынсем пахчисене тасатаççĕ, типĕ курăка çунтараççĕ. Асăрханулăха çухатнипе вара вут-çулăм шар кăтартма пултарать.
Акă иртнĕ кану кунĕсенче кăна республикăра тухнă 42 пушартан 35-шĕ шăпах курăка чĕртсе янипе çыхăннă. Иртнĕ эрнере вара Чăваш Енре 53 пушар алхаснă. Тивертсе янă типĕ курăк питĕ хăвăрт сарăлса каять, çывăхри хуралтăсем çине те куçма пултарать.
Пушар кăларнăшăн вара саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ, çав шутра уголовлă майпа та. Паллах ун пек чухне вут-çулăм мĕнле сиен кÿнине шута илеççĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем çынсемпе типĕ курăка чĕртсе янăшăн тата территорисене тивĕçлĕ шайра тытса тăманшăн административлă майпа 4 ĕç пуçарнă, 29 гражданина тата должноçри 5 çынна штраф панă.
Апрелĕн 4-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнĕ. Çак вăхăтра вара уй-хирте, вăрман çумĕнче вырнаçнă çурт таврашĕнче, сад-пахча лаптăкĕсенче типĕ курăка, çÿп-çапа çунтарма юрамасть. Кăвайт чĕртме те чарнă. Асăннă вăхăтра штрафсен виçи те пысăк. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнманшăн граждансене — 4 пин тенкĕ, должноçри çынсене — 30 пин, юриди сăпачĕсенчисене 400 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *