Пятница, 19 апреля

Киле ан кĕртĕр, ан ĕненĕр

Киле ан кĕртĕр, ан ĕненĕр

Хальхи вăхăтра çынсен çăмăл мар тапхăрта — коронавирус сарăлнă вăхăтра пурнăма тивет. Апла пулин те ултавçăсем çак самантпа та усă кураççĕ. Вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ. Ултавçăсем хваттерсене дезинфекцилеме килнине пĕлтереççĕ. Ан ĕненĕр. Ан кĕртĕр. Вĕсем çынсен пит-куçне сиенлĕ газпа «дезинфекцилесе» пурлăхне вăрласа тухаççĕ. Халĕ хваттерсенче дезинфекци ĕçне пурнăçлакансем çук. Çуртăн ертсе пыракан компанийĕн ĕçченĕсем подъездсене кăна ятарлă хутăшпа сирпĕтеççĕ.
Апат-çимĕç, эмел туянса кÿрсе килетпĕр тесе улталакансем пур. Вĕсем ватă çынсем ăçта пурăннине пĕлсе адреспа çитеççĕ. Укçа ыйтса услугăпа тивĕçтерессине калаççĕ. Укçа ан парăр — ултавçăсем унпа пĕрлех çухалаççĕ. Волонтерсем килсен те документсем, организаци телефонĕн номерне ыйтăр. Кашни волонтерăн ятарлă кĕнеке пур.
Ултавçăсем коронавируса палăртакан экспресс-тестсем сутатпăр тесе суяççĕ, килте тест ирттеретпĕр, теççĕ. Интернетра та кун пек суя тест сутакансем нумай. Ан ĕненĕр, тест ан туянăр, ултавçăсене киле ан кĕртĕр. Экспресс-тестсем медицина учрежденийĕсенче çеç. Çитменнине, хальлĕхе Мускавра тата облаçĕнче кăна. Çавăн пекех коронавирусран нимĕнле хатĕр эмел çуккине те асра тытăр. Ăна сутакансене ан ĕненĕр.
«Карантинра ларнăшăн тÿлев параççĕ…». Çакăн пек çырнă смс-хыпарсем — суя. Кун пек смс-хыпарсене, унта çынна ытларах ĕнентерме патшалăх портал паллине «çыпăçтарнă» пулсан та, телефонра «тасатăр». Ултавçăсем çырса янă телефон номерĕ çине те шăнкăравламалла мар, «укçа куçарса пама» теççĕ пулсан та, карттăн пин-кодне никама та пĕлтермелле мар. Çĕршыв шайĕнчи официаллă утăмсене правительство пĕлтерсех тăрать.
Камуфляж тăхăннă çынсем граждансене карантин режимне пăснăшăн «штрафланă» фактсем те пулнă. Право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсем кăна çынсем самоизоляци режимне пăхăннине тĕрĕслеме пултараççĕ. Ун пек чухне те вĕсем удостоверени кăтартаççĕ. Режима пăснине тупса палăртсан явап тыттарасси пирки вĕсем протокол çырма пултараççĕ, нимĕнле укçа та илмеççĕ. Ултавçăсенчен асăрханăр. Сыхă пулмалли пирки ватă çынсене каласа ăнлантарăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *