Вторник, 16 апреля

Арсентий Плеткин – паттăр летчик

Вĕри куççуль тумламĕсем… Вăрçă вăл — çĕр йăтайми инкек, хурлăхлă куççуль, ĕмĕрлĕх çухату… Мĕн чухлĕ çамрăк пуçĕсене хучĕ унта! Вĕсен пурнăç çулĕ çине тухмалли вăхăчĕ çывхарса çеç килетчĕ-çке-ха…
Хăйсене шеллемесĕр пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăр салтаксене эпир нихăçан та манмăпăр!
Хăйсен паттăрлăхĕпе çĕнтерĕве çывхартнă, анчах çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен, ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче выртса юлнă салтаксен ячĕсем яланах пирĕн асăмăрта. Вĕсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç. Чыс та мухтав вĕсене! Вилнĕ паттăрсен ячĕсене яланах асра тытар!
Хăюллă, маттур салтаксенчен пĕри — Нĕркеç ялĕнче 1918 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче çуралнă Арсентий Григорьевич Плеткин летчик-штурмовик. Пĕчĕкренех нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Унăн çамрăклăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Арсентийĕн шăпи синкерлĕ килсе тухнă. 1943 çулта вăл Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă. Арсентий Григорьевич Плеткина икĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă.
Шкулта çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Арсентий фабрикăра ĕçленĕ. Çав вăхăтрах аэроклубра ăсталăх пухнă. Тăрăшуллă çамрăка çар летчикĕсем хатĕрлекен шкула яраççĕ. Вĕренсе пĕтерсен чăваш каччи унтах инструкторта ĕçлеме тытăнать. Çар шкулĕнче тăрăшнă кĕçĕн лейтенанта çапла характеристика параççĕ: «Дисциплинăллă, хăюллă, хăй тĕллĕн йышăнусем тума пĕлет. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă. Сывлăшра хăйне лайăх туять. Çĕр çинчи тĕлсене тĕп тăвас енĕпе яланах «питĕ аван» паллă илнĕ. Малашлăхлă летчик».
1940 çулхи октябрьте Арсентий Плеткин Качинскри авиаци шкулĕнче пĕлÿ пухма тытăнать. Ăна тÿрех ИЛ-2 штурмовикпа вĕçме вĕренекенсен ушкăнне илеççĕ. Аэроклубра вĕреннипе çĕнĕ самолета алла илесси уншăн пит йывăрах пулман.
1941 çулхи хăрушă июнь уйăхĕ… ИЛ-2 самолетпа ăста вĕçме вĕренсе çитнĕ летчиксем хăйсене фронта ярасса кĕтеççĕ. Командир çамрăка хавхалантарса тăрать: «Часах тăшманпа куçа-куçăн тĕл пулма тивĕ. Унччен çапăçусенче пулнă летчиксемпе курса калаç, вĕсенчен вĕренмелли нумай».
Вĕсемпе тĕл пулса калаçнисем Арсентишĕн усăллă пулчĕç. Пĕри пĕр сăмах калать, тепри хушать, виççĕмĕшĕн те аса илмелли пур… «Хăв амансан та çумри тусна хăрушлăхра ан пăрах — акă летчиксемшĕн чи кирли, — вĕрентеççĕ аслисем çамрăксене. — Юлташна хăвна шаннă пек шан, вара нимĕнле тăшман та хăрушă мар».
1942 çулта А.Плеткинăн авиаполкĕ Çурçĕр Кавказра Герингăн «Бриллиант ушкăнне» хирĕç çапăçнă. Фашистсен опытлă ас-летчикĕсемпе вăй виçме тивнĕ Плеткинăн. Вăрçăн малтанхи çулĕсенче пирĕн летчиксене уйрăмах йывăр килнĕ.
…Арсентий заданирен таврăннă чух ăна тăшманăн пилĕк самолечĕ тапăннă. Икĕ «мессерĕ» хĕвел енчен вĕçсе пынă, тата иккĕшĕ, кăшт каярах çитсе, хыçа тăнă, пиллĕкмĕшĕ — сылтăмра. Кун пек чухне тарса хăтăлни паха. Плеткин самолета сулахай енне илчĕ те, кĕтмен çĕртен тенĕ пек, икĕ «мессер» хыçне тухрĕ. Меллĕ самант: пулемет гашетки çине çеç пусма ĕлкĕр. Арсентий хăй куçне хăй ĕненмерĕ — икĕ истребительтен пĕри сасартăк тĕтĕм кăларса çĕрелле чул пек вирхĕннĕ. Ытти «мессерсем» тÿрех сиксе ÿкнĕ. Плеткин, сунарçăсем хупăрланă кашкăр çури пек, енчен-енне туртăннă. Фашистсем ăна икĕ енчен хĕстерсе лартнă, пĕри атакăна вирхĕннĕ. Хăйне хирĕç çамкапа çапăнас пек совет летчикĕ килнине кура, чи юлашки самантра чăтайман, пăрăннă фашист. Тепĕр хут атакăлама çаврăм тунă чух хĕрсе кайнă Геринг пилочĕ Плеткина аллисемпе хĕрес кăтартнă, сана вилĕм кĕтет. Ку пуçтахлăх Арсентие тарăхтарса янă: «Хăвăн вилтăпри çинче мăян кашлатăр», — тенĕ вăл.
Çак çапăçушăн Арсентий Плеткина 1942 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă.
Задани хыççăн задание вĕçнĕ май, çамрăк летчикăн ăсталăхĕ ÿссех пынă, хăюллă кĕçĕн лейтенанта полкра ытларах хисеплеме пуçланă. Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕç пулнă летчиксем полкĕпе те темиçен çеç пулнă. Унăн вĕçев кĕнекинче ун чухне çапла йĕркесем çырнă: «Самолета питĕ лайăх тытса пырать. Вĕçме юратать. Ĕçчен. Шанчăклă пилот». Часах хăюллă летчик-штурмовика звено командирĕ пулма шанаççĕ. Званийĕпе те ĕнтĕ Арсентий халĕ — лейтенант. Хăйне пур енчен те лайăх кăтартнă çирĕм тăваттăри чăваш йĕкĕтне коммунистсен партине илеççĕ.
Хăюллă командир хăйĕн летчикĕсене яланах çапла вĕрентнĕ: «Тăшман йышпа нумайрах пулнăшăн хăрама, ăса çухатма кирлĕ мар, хамăрăн чарусăртарах пуласчĕ, вĕсен сехри хăптăр». Сăмахпа çеç мар, ĕçпе çирĕплетнĕ вăл çакна. Ахальтен-и унăн награда хутĕнче çак йĕркесене вулама пулать. «…Тĕлĕнмелле хăюллă та чăтăмлă, паттăр летчик. Тÿпери çапăçусенче нихăçан та хăраса, шикленсе тăмасть».
Пĕр вăхăтра Брянск фрончĕн сылтăм флангĕнче пирĕн çарсене фашистсен артиллерийĕ малалла кайма чăрмантарса тăнă. Кун пек чухне пĕтĕм шанчăк авиацире. Штурмовиксем пысăк ушкăнпа вĕçеве тухнă. Малта пыракан самолетсен тăшманăн артиллерине пĕтермелле, ун хыççăнхисен — зенитчикĕсене. Çур сехет хушши чарăнми бомбăсем пăрахнă Плеткин эскадрилйи фашистсен позицине. Атакăна çĕкленнĕ пирĕн салтаксене тăшман тупписем нимĕнле сиен те кÿреймен.
Тÿпери пĕр çапăçура Арсентий самолетне тăшман персе антарать, летчик парашютпа сиксе çеç хăтăлать. Госпитальте сипленсен тăван авиаполка таврăнать вăл.
Арсентий çирĕп кăмăллă, пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Шанчăклă юлташ пулнăшăн уйрăмах хисеплеççĕ ăна летчиксем.
Брянск фрончĕ наступление куçнăранпа виçĕ эрне çитет. Эскадрилья Орел хули çывăхне куçма хатĕрленет.
Эскадрилья командирĕ А.Плеткин заданирен таврăнсан, хăй мĕн курнине штаб начальникне пĕлтернĕ. Штурмовиксене çĕнĕ задание яраççĕ, Орелтан кăнтăрарах вырнаçнă çарсене фашистсен бомбардировщикĕсенчен хÿтĕлемелле.
— Пирĕн позицисем çине тăшманăн пĕр бомби те ÿкмелле мар, — тенĕ полк командирĕ.
Вăрçăра çын теме те хăнăхать. Тăшманпа çапăçма вĕренсе çитет вăл. Çине-çинех çапăçусене кĕни ĕç тунипе танлашма пуçлать. Чăн та, пĕр кунлăха та хăпма пĕлмен йывăр ĕç вăл — хаяр вăрçă. Ĕçшĕн вара хавхалантарни кирлĕ. Дивизи командирĕ чи малтан Хĕрлĕ Ялав орденне иккĕмĕш эскадрилья командирне А.Г.Плеткин аслă лейтенанта панă. Ун хыççăн награда илме Валькович капитан, Брагин, Москвичев тата ытти летчиксем тухнă.
Арсентие иккĕмĕш хут Хĕрлĕ Ялав орденĕ панă чух награда хучĕ çине çапла çырнă: «Иртнĕ тапхăрта А.Плеткин штурмовикпа вĕçсе, пĕрремĕш класлă пилот пулса тăнă, тÿпери çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă, эскадрилйăри летчиксен ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Çапăçусенче командирăн самолечĕ виçĕ хутчен сиенленнĕ, çапах та А.Плеткин кашни хутĕнчех машинăна тăван аэродрома илсе çитернĕ. ИЛ-2 штурмовикпа вăл 85 хутчен тăшманăн техникипе çар çыннисене пĕтерме вĕçеве тухнă. Заданисене пурнăçланă чух хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă».
1943 çулхи çулла Совинформбюро пирĕн штурмовиксем Орел хулинчи аэродромра ларакан фашистсен нумай самолетне пĕтерни çинчен пĕлтернĕ. Ку операцие А.Плеткин эскадрилйи те хастар хутшăннă. Летчиксем тăшманăн 35 самолетне тĕп тунă.
Темиçе кун хаяр çапăçусене хутшăнса, фашистсен оборонине аркатса, пирĕн салтаксем Орел хули патне çитнĕ. Совет полкĕсене тытса чарас тĕллевпе нимĕçсен командованийĕ ку тĕле урăх вырăнсенчен нумай çар техники, çын пухнă. Пирĕн авиаци вара вĕсене кансĕрлеймен, çанталăк вĕçме паман. Пĕр тĕле пысăк вăй пухса, 1943 çулхи августăн 5-мĕшĕнче фашистсем контрнаступлени пуçланă. Çĕр çинче те, тÿпере те хаяр çапăçусем пынă.
С.Басаков авиаполкĕ задани илсе сывлăша çĕкленес умĕн Орел çывăхĕнчи «Хурçă ут» аэродромра митинг иртнĕ. Пĕтĕм полк юратакан А. Плеткин аслă лейтенант сăмах каланă. «Фашистсене пĕтерме нимĕнле чăрмав та ан пултăрччĕ пирĕн çул çинче!» — вĕçленĕ вăл хăйĕн çулăмлă сăмахне.
…Поляны ятлă ял çывăхĕнче пулса иртнĕ ку çухату. А.Самохваловпа А.Лернер экипажĕ эскадрилья командирĕ çине «фоккерсем» тапăннине курнă та ăна пулăшма васканă. Анчах та вăйсем тан пулман, тăшманăн пĕр самолечĕ хыççăн тепри вирхĕннĕ, командир машинине тапăннă. Самохваловпа Лернер тапăнакансене атакăлама çаврăм тунă тĕле А.Плеткинăн самолечĕ куçран çухалнă.
…Командирсăрах таврăнма тивнĕ иккĕмĕш эскадрилйăн тăван аэродрома. Пурте Орел еннелле тинкернĕ. Никам та сăмах чĕнмен. Халиччен тÿпери çĕр хут ытла çапăçусенче пулнă, тăшманăн вуншар самолетне çапса антарнă комэск пĕр кĕтмен çĕртен, çĕре ÿксе, саланнине эскадрилья ĕненмен. А.Плеткин аслă лейтенантăн экипажĕ тăван аэродрома анса ларайман.
Хăйсен юратнă командирне çухатнăшăн эскадрилья хурланнине каласа пама сăмах та çитмен. Уншăн тăшмана хаяррăн тавăрма тупа тунă авиаполкри летчиксем.
Полкри çыру кĕнекинче Арсентий çак йĕркесене çырса хăварнă: «Эпĕ тăван халăхăм, çĕршывăм умĕнче яланах парăмра пулăп. Çавăнпа та мĕн вăй çитнĕ таран Тăван çĕршыва усă кÿресчĕ, ун умĕнчи тивĕçе пурнăçласчĕ».
Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Çĕршыв пуласлăхĕшĕн пуç хунисен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. А.Плеткинăн паттăрлăхне манмастпăр, унăн ятне яланах асра тытатпăр.
Унăн ĕçне тăсаканĕ — Арсентий Григорьевичăн мăнмăнукĕ, Григорий Александрович Плеткин. Вăл Сызрань хулинче вертолетчика вĕренет. Мăн аслашшĕ пекех Тăван çĕршыва чунран парăннă. Çирĕп кăмăллă, сывлăшра хăюллă, паян-ыран вертолет çине ларса Тăван çĕршыва сыхлама хатĕрленет. Çирĕп кăмăл-туйăмлă, хăюллă та харсăр каччă хăйĕн тăван чĕлхине те пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать.
Вăрçă нушине эпир курман пулсан та унăн тискерлĕхне, асапне ăнланатпăр. Паттăрсене эпир яланах асра тытатпăр. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пуласса шанса пурăнатпăр.Тăван çĕршыв малашне те шанчăклă хÿтлĕхре пуласси пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.
П.П. Таллеров аса илĕвĕ тăрăх, архиври документсене тĕпе хурса Н.Плеткина хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *