Укçа-тенкĕ килĕ

Укçа-тенкĕ килĕ

Михаил Мишустин премьер апрелĕн 3-мĕшĕнче алă пуснă хушупа Раççей Правительстви Чăваш Енĕн 2020—2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине çирĕплетнĕ.
Хушура çак программа мероприятийĕсене пурнăçласси патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ пулнине палăртнă. Программăра Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн паянхи çăмăл мар лару-тăрăвне хакланă: экономикăн чĕр тавар отраслĕсемпе çыхăннă питĕ пысăк тупăш кÿрекен сегменчĕсем çукки, халăх йышĕ пысăккине кура регион тулашĕнчи ĕç миграцийĕ анлă сарăлни, халăх кредитсен тыткăнĕнче пулни… Шăпах çакă — республика çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ енĕпе юлса пыракан регионсен теçеткине кĕни — уйрăм план хатĕрлеме хистенĕ. Программа тĕллевĕ — республикăра пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли условисем йĕркелесси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе вăй парасси, экономикăна диверсификацилесси, çынсен пурнăç шайне ÿстерсе чухăнлăха чакарасси.
Документра республикăра инвестицисене явăçтармалли пайăр проектсене те палăртнă. Çав шутра — Çĕрпÿ районĕнче «Хĕрлĕ ту» технопарк йĕркелесси, Çĕнĕ Шупашкарта хăвăрт аталанакан территори туса хурасси, Патăрьел районĕнче агропромышленноç паркне ĕçлеттерсе ярасси тата ытти. Çак ĕçсем валли федераци бюджетĕнчен çуллен уйăрмалли укçа виçине çирĕплетнĕ. Хушура 2024 çулта программăна пĕтĕмлетсе, унта хушма мероприятисем кĕртсе вĕсене пурнăçламалли вăхăта 2025—2027 çулсем валли тăсма, çак тĕллевпе 5 миллиард тенкĕ таран уйăрма пултарассине палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *