Уй-хирте

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем çурхи ака ĕçĕсене çине тăрсах пурнăçлаççĕ. Çанталăк, пурнăç тĕрлĕ майлă ĕçлеме хистет пулин те, ĕçченсем палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ. Апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче 2976 гектар кĕрхи культурăсене апатлантарнă. Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксен 793 гектарне те апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсене 664 гектар акнă. Çав шутран урпа — 353 гектар, çурхи тулă — 220 гектар, сĕлĕ — 61 гектар, пăрçа йышши культура — 30 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем — 85 гектар.
Хуçалăхсенче сухаланă çĕр лаптăкĕсене сÿрелес ĕç те хĕрÿ пырать. Хальлĕхе çак ĕçе 6528 гектар çинче пурнăçланă тата унпа пĕрлех нумай çул ÿсекен курăксен 2730 гектарне сÿреленĕ, 686 гектар сухаланă çĕре культивациленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене имçамлассине те вăхăтра пурнăçламалла. Пурĕ 388 тонна вăрлăх имçамланă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *