«Чечек те пĕр вăхăтра анчах» е «Чечек ĕмĕрĕ пек», — тенĕ халăхра. Чăн та, çеçкесен илемĕпе нумай киленейместпĕр. Тĕрлĕ хурт-кăпшанкă е чир-чĕр вĕсен ахаль те кĕске ĕмĕрне татах кĕскетеççĕ.
Сăмахран, Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ киле пырса кĕрсен пур чечеке те сиен кÿме пултарать. Хăвăрт сарăлакан сăтăрçа лавккасенче тупса палăртсан пĕтĕм партие тĕп тума тивет. Вун-вун çеçкене çунтарни вара, чăн та, чуна пырса тивет. Хитре-çке! Анчах пĕр шелсĕр трипс çак илеме кĕске вăхăтрах тĕп тăвать. Вăл иленнĕ чечекĕн папкисем часах татăлса ÿкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Питĕ вĕтĕ нăрă 250 тĕрлĕ ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ те палăрмаллах чакать. Трипс — хăрушă вирус чирĕсене саракан.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем трипс пирĕн тăрăха лартмалли материалпа, чÿлмекри ÿсен-тăранпа тата чĕрĕ пахча çимĕçпе килме пултарасса асăрхаттараççĕ.
Сăмах май, пирĕн пата чечексене ытларах Мускавран, Чулхуларан, Хусантан илсе килеççĕ. Чи пысăк поставщик вара — Голланди. Айккинчен кунашкал продукци илсе килни çинчен досмотр ирттерме Россельхознадзора пĕлтермелле. Шăпах çак тĕрĕслевре кĕтмен хăнасене тупса палăртаççĕ те.
2019 çулта 110 пин штук ытла ку йышши продукцие тĕрĕслев витĕр кăларнă. Трипс тапăннă 2 тĕслĕх пулнă пĕлтĕр. Хризантемăсемпе спатифиллумсем шар курнă. Çак сăтăрçăран хăтăлма чăн та йывăр. Çавăнпа та ытти чечеке тапăниччен партипех пĕтернĕ.
Кăçал та лаборатори тĕпчевĕсем чÿлмекре ÿсекен хризантемăсенче трипс пуррине асăрханă. Çав партисене çунтарнă.
Чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ытти чечексем çине куçасран специалистсем тин туяннă чечеке малтан уйрăммăн тытма сĕнеççĕ. Трипс пуррине пĕлес тесен чечеке шурă хут çине силлемелле. Вĕтĕ, 1—2 миллиметр вăрăмăш, нăрă асăрхасан çулçăна, чечеке çунтарса ямалла. Иккĕленÿ çуралсан управление шăнкăравлама ан манăр.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.