Пятница, 26 апреля

Çĕнĕлĕх

Çĕнĕлĕх

Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕпе ĕçлекен юридици сăпатĕнчи çынсене тата усламçăсене тĕрĕслессипе çыхăннă полномочисене кăçалтан пуçласа Россельхознадзора çирĕплетнĕ.
Тĕрĕсрех каласан, выльăх тытакан тата пусса тирпейлекен, аш-какай тата сĕт, пулă продукцийĕ сутакан предприятисене 2020 çултан пуçласа Россельхознадзорăн территорири управленийĕн инспекторĕ кăна тĕрĕслеме пултарать. Малашне регионти ветеринари службин кунашкал ирĕк çук. Ветеринари надзорĕ çинчен калакан саккуна Раççей Президенчĕ 2019 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă.
Ку таранччен предприятисене федераци тата регион шайĕнчи инспекторсем тĕрĕслеме пултарнă.
Каламалла, çĕнĕ саккун регионсенчи ветслужбăсене ытти полномочисенчен хăтармасть. Тĕрĕслевсемсĕр пуçне ытти ĕçсем вĕсем çинчех юлаççĕ. Сăмахран, чĕр-чунсен чирĕсенчен хÿтĕленессипе тата тĕп тăвассипе, сиплессипе çыхăннă меропрятисем.
Предприятисенче техрегламентсен требованийĕсене епле пурнăçланине тĕрĕслĕç. Сăмахран, апат-çимĕç продукцийĕн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннисене те. Кунсăр пуçне, предприятире производство лабораторийĕ пур пулсан, федераци шайĕнчи инспекторсен, тĕпчевсен протоколĕсемпе кăсăкланма ирĕк пур тата ытти те.
Тĕрĕслев ĕçĕсене федераци ведомстви «Меркурий» информаци системипе анлăн усă курса пурнăçлĕ.
Сăмах май, саккуна ветеринари çинчен улшăнусем кĕртессин тепĕр тапхăрĕ пирки халĕ сăмах пырать. Черетлĕ улшăну килти чĕр-чунсене тата ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕсене маркировкăпа тивĕçтерессипе çыхăннă.
Çакна та палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Россельхознадзор, коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуррине кура, РФ Правительствин Председателĕн хушăвне тĕпе хурса, вăхăтлăха, май уйăхĕччен, тĕрĕслевсене чарса лартнă.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *