Вторник, 27 февраля

Мобильлĕ ушкăн тĕрĕслет

Юлашки кунсенче Раççейре, республикăра коронавирус инфекцийĕ сарăлсах пырать. Медицина учрежденийĕсем чирлисене йышăнма хатĕр. Çак тĕллевпе 458 койка-вырăн хатĕрленĕ. Республикăра ÿпкене искусствăлла майпа сывлаттармалли 422 аппарат пур. Çывăх вăхăтра — 36, май уйăхĕнче 94 аппарат илсе килĕç. Хальхи вăхăтра 3 лабораторире анализсем йышăнаççĕ тата 4-мĕшĕ те уçăлĕ.
Маларах çынсене килте пулма сĕнетчĕç пулсан, халĕ çирĕп ыйтаççĕ. Çапах та хăшĕсем пурпĕрех килте лармалли йĕркене пăхăнмаççĕ, сăлтавсăрах урамра утаççĕ. Республикăра ятарлă тĕрĕслевсем ирттерме 157 мобильлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Вăл шутра пирĕн районта та мобильлĕ ушкăнсем ĕçлеççĕ. Вĕсем иртнĕ эрнере район центрĕнче, ялсенче рейдсем ирттерчĕç. Урамра сăлтавсăр çÿрекенсене чарса актсем çырчĕç. Ку ĕç вара иртнĕ эрнере ирттернипе çеç вĕçленмест, рейдсем малалла та иртĕç.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *