Суббота, 4 февраля

Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

Йĕркене кĕртичченех куçран вĕçертмĕç

Çак çĕр лаптăкĕсем пирки пĕрре мар сăмах тапратнă пулсан та ку ыйту татах та таврăнассăн туйăнать. Вăрмана çаврăннă çĕр лаптăкĕсене хăçан йĕркене кĕртсе пĕтерĕç-ши?
Элĕк районĕнчи Питĕшкасси тата Крымсарайкă ял тăрăхĕсен чиккинче вырнаçнă çĕрсене усă курмасăр чылай вăхăт вырттарнăшăн 2016 çулта «Плодородие — Лукоянов» обществăран Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе туртса илнине астăватăр ĕнтĕ.
Йĕркипе пуçлар, 2013 çулхи август уйăхĕнче, Элĕк район администрацийĕн çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор тĕрĕслев-сăнав мероприятийĕсем ирттернĕ май, юхăннă 1100 ытла гектар çĕр тĕлне пырса тухнă. Çĕре япăх витĕм кÿрекен пулăмсенчен хÿтĕлеменшĕн, пусă çаврăнăшне кĕртменшĕн лаптăксен хуçине штраф тÿлеме тата йĕркесĕрлĕхе 2014 çулхи июль уйăхĕччен пĕтерме хушса предписани панăччĕ.
Çак тапхăрта унта нимĕнле улшăну та пулман. Ку лару-тăрăва судсенче пĕрре мар пăхса тухнă. Темиçе хутчен лаптăксене йĕркене кĕртме вăхăт уйăрса панă. Анчах 3 çул иртсен те йывăр «лав» вырăнтан та «хускалмасть».
Тĕрлĕ мăян-пиçен кăна мар, йывăç-тĕм вара ÿссех, вăй илсех пырать. Халĕ ĕнтĕ унта чăн вăрман пулса кайнă. Тепĕр тесен, çак йывăç-тĕмрен те усси пур-ха — ял çыннисем кунта милĕк касма çÿреççĕ.
15 çул /каснă йывăç вулли тăрăх пĕлеççĕ/ таранах усă курман 26 лаптăка /1 пин ытла гектар/ 2017 çулта аукцион урлă сутнă. 24 лаптăка пĕр общество туяннă, тепĕр иккĕшне — уйрăм çынсем.
Юхăнтарса янă лаптăксене çĕнĕ хуçасем пусă çаврăнăшне кĕртме пултарнă-и? Самай пысăк лаптăк пирки сăмах пырать-çке. Нумаях пулмасть, ЧР Юстици министерствин çырăвне тĕпе хурса, Россельхознадзор инспекторĕсем кунта тĕрĕслевпе пулчĕç.
Чăн та, çĕнĕ хуçасем яваплăрах — пушă выртнă çĕрсен пĕр пайĕпе ял хуçалăх производстви валли усă курма пуçланă.
Анчах 14 лаптăк /500 гектара яхăн/ çинче çаплах тĕрлĕ йывăç-тĕм ÿсет. Çакăншăн тулли мар яваплă обществăна административлă майпа айăпласа 70 пин тенкĕлĕх штрафлама йышăннă. Кунсăр пуçне административлă ĕçе çĕр налукне ÿстернĕ ставкăпа тÿлеттерме налук службине янă.
Çак çĕрсене усă курма пуçличченех куçран вĕçертмĕç тĕрĕслевçĕсем. Йĕркене кĕртмелли вăхăта çулла пуçламăшĕччен палăртнă.
Паха çĕрĕн пушă выртмалла мар! Пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн предписанийĕсене пурнăçланă май, Чăваш Енре 560 ытла гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Çав вăхăтрах иртнĕ çул федераци органĕн предписанийĕсене вăхăтра пурнăçламан тĕслĕхсем те пулнă пирĕн тăрăхра: Элĕк, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар /темиçе тĕслĕх те/ районĕсенче. Айăплисене РФ КоАП-ĕн 19.5 статйин 25-мĕш пайĕпе явап тыттарнă.
Шупашкар, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче çĕр саккунĕсене çулталăк хушшинче тепĕр хутчен пăснă тĕслĕхсене те шута илнĕ.
Çак тĕслĕхсенчен ытларах пайĕ çĕрсемпе усă курманнипе, çум курăк ÿстерсе янипе çыхăннă. Пуссах калам, çакнашкал çĕрсене йĕркене кĕртичченех тимлĕхрен вĕçертмĕç.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *