Вторник, 16 апреля

Пособи илессине тăсаççĕ

Пособи илессине тăсаççĕ

ЧР Пуçлăхĕн апрелĕн 3-мĕшĕнче йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă хушуччен социаллă хÿтлĕх пайĕсем халăха малтанхи пекех йышлăн йышăнмаççĕ. Заявленисене дистанци мелĕпе: Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă, вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕн электрон почти çине, почта çыхăнăвĕ урлă — йышăнаççĕ.
Хальччен пособисем илмен тата çăмăллăхсемпе усă курман граждансем çеç «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе шăнкăравласа харпăр хăй йышăнăвĕ валли маларах çырăнса хума пултараççĕ. Мартăн 25-мĕшĕ тĕлне илсе тăнă пособисемпе çăмăллăхсене октябрĕн 1-мĕшĕччен çĕнĕрен документсем илсе пымасăрах тăсса параççĕ.
Чир ертес хăрушлăхри ушкăна кĕрекенсене /65 çултан аслисене, вăраха кайнă чир-чĕрлĕ çынсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене/ тата чирĕн малтанхи паллисем палăракан çынсене килте ларма ыйтатпăр. Вĕсен социаллă хÿтлĕх пайĕпе дистанци мелĕпе çеç хутшăнма май пур.
«Хĕрÿ лини» телефонĕсене ЧР Ĕç министерствин тата социаллă хÿтлĕх паракан центрăн сайчĕсем çинче вырнаçтарнă. Ку телефонсемпе ĕç кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен шăнкăравласа ыйтусем пама пулать.
Район администрацийĕн хĕрÿ линийĕ: 8/83539/5-18-40.
Социаллă хÿтлĕх пайĕн «хĕрÿ линийĕ»: 8/83539/5-21-69.
Пурне те асăрхануллă пулма, çынсемпе хутшăнмасăр ытларах килте ларма ыйтатпăр. Коронавирус хăвăрт сарăлать, çавна май асăрханулăх йĕркисене пăхăнни питĕ вырăнлă пулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *