Четверг, 9 февраля

Эпĕ çĕлеме пултартăм, эсир?

Пурне те халь коронавирус шиклентерет. Çынсем усал чиртен сыхланма васкаççĕ. Нумайăшĕ маска тăхăнса çÿрет. Интернетра маска туянма çукки пирки чылай çын пăшăрханса çырать.
Эпир — шкул ачисем — çурхи каникулта пултăмăр, дистанци мелĕпе вĕренетпĕр. Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пире, вĕренекенсемпе, килте пурăнма кичем пуласран тĕрлĕ конкурс-вăйă ирттерет. Акă, тĕслĕхрен, эпир çарпа патриотизм енĕпе конкурса хутшăнатпăр, кашни кун тĕрлĕ ĕç тума вĕренетпĕр. Мем тума вĕрентĕмĕр. Челленджсене хутшăнса маска çĕлеме те тиврĕ. Çĕлемелли майсене каллех шкул ачисен юхăмĕ хăй каласа пачĕ. Эпĕ те нумай шутласа тăмарăм, хамăн ăсталăха тĕрĕслесе пăхма шутларăм.
Эпĕ васкасах маска çĕленине курса шăллăмпа йăмăк та пырса тăчĕç. «Пире валли те кирлĕ», — терĕç. Мĕнех, эп хам валли çĕленĕ май маска çĕлеме вĕренсе те çитрĕм. Килтисене пурне те пусмаран илемлĕ маскăсем çĕлесе патăм. Йывăрах та мар иккен. Йĕппе-çип тытма, хачăпа касма пĕлмелле. Укçа-тенкĕ те перекетленĕ.
Эпĕ çĕлеме пултартăм пулсассăн, вулакансен те пулатех тесе шутлатăп. Маска çĕлемелли выкройкăсене тимлĕрех пăхăр. Çемçе пусмана кирлĕ пек виçсе касăр та палăртнă йĕрсемпе çĕлесе тухăр. Пулчĕ те!
Маска çĕлессипе вара эпĕ Раççейри шкул ачисем хушшинчи конкурсра çĕнтерÿçĕ пултăм. Ÿркенмесен, сывлăх пулсан пурне те тума пулать иккен. Ан чирлĕр, сывă пулăр, килте ларăр!
Нарспи БОРИСОВА,
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *