Пятница, 3 февраля

Асăрханмалла! Сывлăха упрамалла

Асăрханмалла! Сывлăха упрамалла

Район администрацийĕн Пухусем ирттермелли залĕнче кашни эрнере тунтикунсерен иртекен планерка мартăн 30-мĕшĕнче яланхиллех пĕр вăхăтра сахал йышпа иртрĕ. Тĕп тема — коронавирус чирне районта сарăлма памалла марри. Ку енĕпе вара Раççейре, республикăра, районта çирĕп йĕрке йышăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пухăннисене тимлĕ, асăрхануллă пулмаллине, çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕ.

Александр Николаевич медицина тытăмĕнче тăрăшакан мĕн пур çынна тав турĕ. Шурă халатлă ĕçченсем шаннă ĕçре ырми-канми тăрăшаççĕ. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Инна Ефремова пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 30-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 1333 çынна тĕрĕсленĕ тата медицина тĕрĕслевĕнче 884 çын, пĕр çын чирли паллă. «Район территорийĕпе илес пулсассăн, паянхи куна эпир ют çĕршывран килнĕ граждансене тĕрĕслесе тăратпăр, вĕсем 14 кун карантинра пулĕç», — терĕ Инна Ивановна.
Чăваш Республикин Роспотребнадзорăн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова пĕлтернĕ тăрăх мартăн 29-мĕшĕнчен районта район администрацийĕн представителĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, медицина учрежденийĕсен специалисчĕсемпе пĕрлехи рейдсем йĕркелеме тытăннă. Тĕллев — карантинра ларакан çынсене профилактика мероприятийĕсемпе паллаштарасси тата çирĕп йĕркене пăхăнмаллине аса илтересси. Оксана Такмакова каланă тăрăх, çынсем килте ларма васкамаççĕ, уçăлса çÿреççĕ, вăрмана ушкăнпа пуçтарăнса каякансем те сахал мар. «Кун пек вара пачах тума юрамасть. РФ Президенчĕ Владимир Путин çак эрнере канмалли тесе палăртнă пулсассăн, килте пулма тăрăшăр. Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă. Çакна манас марччĕ», — терĕ вăл.
Паянхи кун чи кирли — пурте пĕрле чиртен асăрханни тата профилактика мероприятийĕсем ирттерни. Кашни çыннăн пĕлмелле: çынсем йышлă çÿрекен вырăнсене тухса çÿремелле мар, килте пулма тăрăшмалла. Çак эрнене ахальтен мар канмалли эрне тесе çирĕплетнĕ. Апла пулсассăн асăрханар, тимлĕ пулар, пĕр-пĕрне алă парса пулăшар. Районта пурăнакансене вара пĕлтеретпĕр: районта физкультурăпа спорт, культура, вĕренÿ учрежденийĕсем, кафесем ĕçлемеççĕ, пасар кунĕсем пулмаççĕ, обществăлла апатлану точкисем дистанци мелĕпе çеç ĕçлеççĕ.
Çирĕп йĕрке йышăнни чире çĕнтерме пулăшасса шансах тăратпăр. Çак вăхăтра чи кирли — пурте йышăннă йĕркесене пăхăнни.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *