Четверг, 25 апреля

Ку амака та парăнтаратпăрах

Ку амака та парăнтаратпăрах

Çуркунне, çанталăк ăшăтса пынăçемĕн, ОРВИ, грипп йышши чирсемпе аптăракан сахалланаканччĕ. Китайран тухнă çĕнĕ вирус хальлĕхе Европа çĕршывĕсенче хăватне чакармасть-ха. Апла пулин те лару-тăру Раççейре ытти тăрăхри пекех кăткăс мар.
Мартăн 25-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей гражданĕсене чĕнсе каланинче палăртнă тăрăх, çĕршывра мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен кану кунĕсем шутланаççĕ. Владимир Путин каланă тăрăх, пирĕн çĕршыв çĕнĕ инфекцирен тĕпĕ-йĕрĕпех сыхланаймасть: кÿршĕ патшалăхсенче лару-тăру çивĕч. Владимир Владимирович уйрăмах аслă ÿсĕмрисен, вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансен тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ. Вăл уйрăмах ку тапхăрта çынсене пулăшмаллине, вĕсен тупăшне, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармаллине каларĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса та алă памалла. Çавна май мерăсем йышăннă. Социаллă пособисемпе çăмăллăхсене илсе тăракан çынсен справкăсем йăтса тĕрлĕ инстанци тăрăх çÿремелле мар: çитес ултă уйăхра вĕсене унсăрах тÿлĕç. Кунсăр пуçне Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене май уйăхĕнче мар, апрель уйăхĕнчех 75 тата 50 пин тенкĕ парĕç. Ачаллă çемьесене те пулăшма палăртнă Президент, амăшĕн капиталне илме тивĕç ашшĕ-амăшне виçĕ çул тултарман ачисемшĕн çитес виçĕ уйăхра 5-шер пин тенкĕ тÿлеме сĕнет. Ĕçсĕррисене халиччен 8 пин тенкĕ панă пулсан, ку тапхăрта пособи 12130 тенкĕпе танлашĕ. Тупăш сахаллансан кредит илнĕ çынсем те йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа «кредит каникулĕ» илме пулать. Сăмахран, уйăхри тупăш 30 процент чаксан çын вăхăтлăха кредит тÿлемесен те пултарать. Çĕнĕ йышăнусем çăмăлах мар.
Владимир Путин граждансене чĕнсе каланă хыççăнах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство çуртĕнче васкавлă канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикинчи хатĕр тăракан режима улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ документра палăртнă тăрăх, Чăваш Енре кинотеатрсемпе вăйă пÿлĕмĕсен, кану центрĕсен, каçхи клубсен /дискотекăсен/, мунчапа саунăсен, бассейнсен, фитнес-центрсен, çавăн пекех физкультурăпа спортăн ытти объекчĕн ĕçне вăхăтлăха чармалла. Ресторансемпе барсенче, кафесенче кальян туртма ирĕк памалла мар. Чăваш Енри 60 çултан аслă çынсен карантинра лармалла. Олег Николаев çавăн пекех медицина ĕçченĕсемпе вируслă çынсемпе маларах хутшăнма пултаракан çынсене чи малтан маскăсемпе тивĕçтермелли çинчен каланă.
Республикăра карантинри ватăсене волонтерсем пулăшĕç. Хастарсем вĕсем валли апат-çимĕç тата эмелсем туянĕç. Çакна Пĕтĕм Раççейри «Волонтер медиксем» юхăм членĕсем йĕркелĕç. Кăмăл тăвакансем dobro.ru сайтра регистрациленме пултараççĕ. Хальлĕхе ватăсене пулăшма кăмăл пуррине 60 çын пĕлтернĕ.
Тĕнчере мартăн 30-мĕшĕ тĕлне коронавирус ернисен шучĕ 723177 çынна çитнĕ. Вĕсенчен 33983-шĕ вилнĕ. 151766 çын ку амака парăнтарнă. Раççейре çĕнĕ вирус инфекцийĕпе 1836 çын чирленĕ.
Ку эрне кану кунĕ шутланать пулин те, аптекăсемпе апат-çимĕç лавккисем, банксем те ĕçлеççĕ, общество транспорчĕ те пассажирсене илсе çÿрет. Хаçат-журнал та яланхи пекех тухса тăрать.
Коронавирус сарăлать пулин те, пăлханса ÿкме васкамалла мар, специалистсем сĕннĕ асăрхаттарусене шута илер, халăх йышлă çÿрекен вырăнсене сăлтав çук чухне тухар мар. Тĕнчере чир-чĕр сарăлни унччен те пулнă. Телее, этемлĕх мĕн пур амака çĕнтерсе пынă. Кăна та парăнтаратпăрах.
Валерий Голыев,
район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ:
«Тĕнчере коронавирус чирĕ анлă сарăлнине пула, районти вĕренÿ учрежденийĕсем, ача сачĕсем çак эрнере ĕçлемеççĕ. Вĕренекенсен çуркуннехи каникулĕсене апрелĕн 6-мĕшĕччен тăснă. Çавна май çак канмалли кунсем — урамра чупса çÿремелли вăхăт мар паллах. Ашшĕ-амăшĕсене асăрхаттарсах калатпăр: ачасене урама çынсем йышлă çÿрекен вырăна ан кăларăр, вылямалли площадкăсенче те ан çÿреттерĕр. Ачасем ытларах килте пулччăр, кĕнеке вулаччăр, Интернетпа усă курса конкурссене, викторинăсене хутшăнччăр, пĕлĕве ÿстерччĕр. Унпа пĕрлех малашне, апрелĕн 7-мĕшĕнчен, дистанци мелĕпе вĕренме палăртнă площадкăсемпе паллашни те вĕсемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ. Килте пулни пурин сывлăхне те упрама тата чиртен пăрăнма май парать».
Геннадий Ефремов,
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Ял тăрăхĕсенче те коронавирус инфекцине сарас мар тесе культурăллă тата спорт мероприятийĕсене ирттерме чарнă, культура çурчĕсем ĕçлемеççĕ. Китайран тухнă вирус уйрăмах 60 çултан иртнĕ çынсене ернине шута илсе вĕсене урама, магазинсене тухса çÿреме чарнă. Енчен те апат-çимĕç, эмел кирлĕ пулсан, çамрăкрах çынсене туянса илсе килме ыйтмалла. Каçсерен ялти урамсенче уçăлса çÿрекенсене килте ларма ыйтасшăн. Ют çĕршывран килнĕ çынсемпе танах, ытти регионсене ĕçлеме кайнă çынсен таврăнсан чăн малтан, килĕсене кайса тăванĕсемпе хутшăниччен, фельдшерпа акушер пунктне кайса ÿт температурипе юн пусăмне виçтермеллех. Чиртен асăрханмалла, ыттисен пирки те шутламалла».
Светлана Грачева,
райпо канашĕн председателĕ:
— Çĕршыври лару-тăру пире çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентет. Çак эрне канмалли эрне пулнă май промышленноç таварĕ сутакан суту-илÿ магазинĕсем, обществăлла апатлану предприятийĕсем ĕçлемеççĕ, апат-çимĕç лавккисем графикпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ тесе пĕлтеретĕп. Çав вăхăтрах вара обществăлла апатлану вырăнĕсем дистанци мелĕпе çынсене апатлантарассинчен пăрăнмаççĕ, комплекслă апатлантару пирки заявка йышăнаççĕ, пĕр хутчен усă курмалли савăт-сапасемпе апата вырăна илсе çитерсе параççĕ. Çакă пĕтĕмпех вăхăтлăх тесе шутлатпăр.
Нумай функциллĕ центр халăх йышлă пухăнакан вырăн шутланать. Çавăнпа РФ Президенчĕн Владимир Путинăн, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн йышăнăвĕсемпе, район администрациĕн пуçлăхĕн Александр Осиповăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 4-мĕшĕччен районти Нумай функциллĕ центр заявлени çырма пыракан çынсене йышăнмасть. Çак мерăна халăхăн сывлăхне хăрушсăрлатас тĕллевпе йышăннă.

Çак эрнене канмалли тесе палăртни пирĕн районта пурăнакан çынсемшĕн ахальтен каланăнах туйăнать. Акă, тунтикун тухса çÿренĕ хыççăн çакна асăрхарăмăр: район центрĕнче пĕр вĕçсĕр çын утать. Аслă çулхисене те, ачасене те курма пулать. Ăçта каяççĕ, мĕнле ыйту татса пама васкаççĕ; Апат-çимĕç сутакан суту-илÿ магазинĕсенче те çын туллиех. Асăрхаттарни вырăнсăр-ши е пирĕн пата чир çитмест тесе шутлатăр-ши; РФ Президенчĕ Владимир Путин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тунă йышăнусем пĕтĕмпех халăх пурнăçĕпе сывлăхне упрассишĕн. Коронавирус чăннипех те хăвăрт аталанать. Ытларах килте пулма тăрăшар! Сăлтавсăр урама тухар мар!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *