Пятница, 27 января

Çемьесене – патшалăх пулăшăвĕ

Çемьесене – патшалăх пулăшăвĕ

2020 çулта сахал тупăшлă çемьесене патшалăх хушма пулăшу парĕ. Çакна çемьесене йывăр лару-тăруран тухма пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Пулăшăва тивĕçлĕ çемьесен социаллă хÿтлĕх центрĕпе килĕшÿ тумалла.
Хăш категорири граждансем социаллă контракт çырса укçа илсе тăма пултараççĕ-ха? Ĕç шыракансем, çĕнĕ е хушма профессине вĕренекенсем кашни уйăхра 10 пин те134 тенкĕ илĕç. Ĕç паракана стажировкăри çынна тÿленине 15 пин те 769 тенкĕлĕх кашни уйăхра тăхăр уйăх тăршшĕ саплаштарса пыраççĕ. Виçĕ çултан кая мар харпăр хальлĕн ĕçлекен предпринимательсем 250 пин тенкĕ пĕрре паракан укçана тивĕçĕç. 18 çула çитмен ачаллă ĕçлемен инвалид мăшăрсем /тулли мар çемьере амăшĕ е ашшĕ инвалид пулсан/, ача ÿстерекен çул çитмен амăшĕсем, пĕччен пурăнакан ĕçлемен инвалидсем, нумай ачаллă çемьесем /тăватă е ытларах ача/, икĕ е ытларах ача ÿстерекен тулли мар çемьесем кашни уйăхра 10 пин те134 тенкĕ пĕр çулталăк тăршшĕ илсе тăма пултараççĕ.
Йышăннă мерăсем сахал тупăшлă çемьесене ал-ура çавăрма пулăшĕç. Тĕплĕнрех районти социаллă хÿтлĕх пайне 8/83539/ 5-12-75, ĕçпе тивĕçтерекен центра 8/83539/ 5-13-79 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Е.ЖУКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *