Чиртен асăрханни вырăнлă

Мартăн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин коронавирус чирĕ анлă сарăласран сыхланас тĕлĕшпе палăртакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Владимир Владимирович çынсене яваплăха туйса халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче çÿресрен асăрхаттарчĕ. Çĕршывра мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен кану эрни пуласси çинчен йышăну тунă. Çапах та ĕç укçи сыхланса юлĕ. Çак чару больницăсенче, транспорт тытăмĕнче, аптекăсенче, лавккасенче, банксенче, власть тытăмĕнче тата массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене пырса тивмĕ.
Çавăн пекех Владимир Путин Раççей Конституцине тÿрлетÿсем кĕртекен сасăлав кунне те каярах ирттерессине пĕлтерчĕ.
А.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *