Вторник, Декабрь 1

Чун ыйтнипе юрра-ташша суйланă

Районта иртекен кашни мероприятирех — Акатуй-и, Çăварни-и, Çĕнĕ çул-и — ăна сцена çинче курма, унăн пултарулăхĕпе киленме пулать. Хаваслă та уçă кăмăллăскер, уявсенче вăл тĕрлĕ сăнарсене калăплать, кураканăн чунĕ патне туххăмрах çул тупать. Сăмахăм паян Кĕçĕн Каçалти культура çурчĕн директорĕ — Алевтина Трофимова çинчен пырать.
Алевтина Хирти Явăш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. «4 ывăл хыççăн ватлăхра çуратнă пĕртен-пĕр хĕрпĕрчи, чи ачашши, чи пылакки пулнă эпĕ. Мĕн пĕчĕкрен юратса, лăпкаса ÿстернĕ мана», — тет вăл ачалăхне аса илсе. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр хулана çул тытнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна вĕренме кĕнĕ. Анчах та çемьери лару-тăрăва пула унăн часах вĕренĕве пăрахса килме тивнĕ. Амăшĕ çĕре кĕнĕ, ашшĕ инвалид пулнă, асламăшĕ — ватă. Çемйине çакăн пек йывăр лару-тăрура хăварайман Алевтина — яла таврăнса фермăна ĕçе кĕнĕ.
Мĕн пĕчĕкрен юрра-ташша ăста пулнăскер, фермăри ĕçпе çеç çырлахса ларман хĕр: ялти клуб çумĕнчи театр ушкăнне çÿренĕ, уявсенче ял-йыша хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Унсăр пуçне шкулта театр кружокĕ йĕркеленĕ, ачасемпе театрализациленĕ постановкăсем, ташăсем хатĕрлесе куракансем патне çитернĕ.
Асламăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн ашшĕ те нумай пурăнайман. Алевтина Кĕçĕн Каçал ялĕн каччипе çемье çавăрнă, пĕр хушă çамрăксем Мускавра пурăннă. Çемьене умлăн-хыçлăн «çĕнĕ кайăксем» вĕçсе килсен мăшăр каялла Кĕçĕн Каçал ялне таврăнма шут тытнă. Ĕçсĕр пĕр самант та ларма пултарайман Алевтина Николаевна ялти культура çуртне тирпейлÿçĕне вырнаçнă. Анчах çак ĕçре нумай вăхăт ĕçлеме Турри пÿрмен ăна: уçă саслă, юрра-ташша пултаракан çамрăк хĕрарăма культура çурчĕн директорĕ пулма сĕннĕ. Унтанпа 10 çул ĕнтĕ çак учрежденин тилхепине çирĕппĕн тытса пырать пуçаруллă та хастар хĕрарăм.
«Ĕмĕрĕпе культура тытăмĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнине, çак таврашра «сиккелесе» çÿренине кура пулĕ юлашкинчен пĕрех çак тытăмах лекрĕм. Дояркăра, ача садĕнче кĕçĕн воспитательте, тирпейлÿçĕре ĕçлесе пăхсан та чун ыйтнипе культура тытăмнех çаврăнса çитрĕм», — ăшшăн пуплет Алевтина Николаевна.
Çанă тавăрса ĕçе пикеннĕскер, часах пĕлĕвĕ çителĕксĕррине ăнланнă вăл. Çак вăхăтра район администрацийĕн культура секторĕн начальникĕ В.С.Васильев сĕннипе куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх культура институтне вĕренме кĕнĕ, 6 çул çурăран дипломлă специалист пулса тăнă. Çакăнпа çеç чарăнса тăрасшăн мар-ха Алевтина Трофимова. Малалла вăл режиссура енĕпе пĕлÿ илесшĕн, çĕнĕ шухăшсемпе пуянланса, ăсталăхне туптаса çĕнĕ постановкăсемпе халăх умне тухасшăн. «Хуть те мĕнле ĕçре те ĕç чуна çывăх пулни, кăмăла кайни пĕлтерĕшлĕ. Вăл е ку уяв хыççăн çынсем тав туни, тулли кăмăлпа килĕсене саланни мĕн тери хавхалантарать. Кун пек чухне уявсене тата та илемлĕрех тума тăрăшас килет, ĕçлес кăмăл ÿсет», — пытармасть шухăшне Алевтина Николаевна.
Ĕçре хастар та пултаруллă хĕрарăм килте те лара-тăра пĕлмест. Виçĕ ывăл çитĕнтерет вăл. Асли — Игорь — 9-мĕш, Константин 8-мĕш класра ăс пухаççĕ. Пĕчĕкрех чухне вĕсем те амăшĕ пекех юрлама, ташлама юратнă. Халĕ вара спорт еннелле ытларах туртăнаççĕ, кире пуканĕ йăтассипе, команда вăййисем выляссипе пултарулăхне аталантараççĕ, ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тухаççĕ. Кĕçĕнни Серафим — 3 çулта. Вăл амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ уявсене çÿреме питĕ кăмăллать, пĕр-пĕр хаваслă кĕвве илтсенех ташша ярать. «Пурнăçра хăвăр вырăна тупма тăрăшăр, чун ыйтнине суйласа илсе телейлĕ пулăр», — тет вĕсене яланах амăшĕ.
Алевтина Трофимова: «Унччен маншăн чи пархатарлă куракан ĕне пулнă. Ĕне сума тухсан ăна сăвăсем каласа параттăм, юрăсем шăрантараттăм. Тутлă апатне çиме пăрахса ман енне çаврăнса итлетчĕ. Апла эпĕ юрлани килĕшет иккен тесе шутлаттăм».

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code