Чире сарăлма памалла мар

Чире сарăлма памалла мар

Китайран тухнă çĕнĕ вирус юлашки вăхăтра тĕнчери тĕп хыпарсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ун пирки ахальтен калаçмаççĕ. Вирус кунсерен тенĕ пекех пĕр çĕршывран теприне куçать: Кăнтăр Корея, Япони, Таиланд, Испани, Итали, Америка… Февраль уйăхĕнче Раççейре те çынсем чирлеме тытăннă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ мартăн 11-мĕшĕнче планета çинче пандеми пуçланни пирки пĕлтернĕ…
Хальхи вăхăтра вирус тĕнчери 292 пин çынна ернĕ, 12 пин ытла çын вилнĕ. Пирĕн çĕршывра хальхи вăхăтра коронавируспа чирлĕ 367 пациента шута илнĕ. Чирлисен йышĕ хушăнсах пынăран çынсене пăлхантаракан тĕрлĕ сас-хура сарăлать.
Тĕнчене çавăрса илнĕ амакран сыхланма ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн хушăвĕпе юнкун республикăра ятарлă режим çирĕплетнĕ, халăха инфекци ересрен хÿтĕленме пулăшакан хушма мерăсем йышăннă. Ятарлă хушу тухиччен республикăра спорт, культура, массăллă ытти мероприятие йĕркелеме чарнă. Предприятисемпе организацисенче профилактика ĕç-хĕлне вăйлатма сĕннĕ.
Çакнашкал лару-тăрура граждансен чи малтан хăйсен тимлĕ пулмалла. Инфекци сарăлнă çĕршывсенчен Чăваш Республикине таврăннисен çийĕнчех Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн «хĕрÿ линийĕн» телефонĕпе — 8/8352/58-24-48, 58-51-66 — шăнкăравласа пĕлтермелле. Сăмах май, январь уйăхĕнчен пуçласа вирус сарăлнă çĕршывсенчен 272 çын таврăннă. Вĕсене пурне те шута илнĕ, медицина ĕçченĕсем сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кунсăр пуçне коронавирус инфекцийĕн пĕтĕмĕшле «хĕрÿ линийĕ» — 8-800-2000-112 — ĕçлет. Çак телефонсемпе эпидемиолог специалистсем халăха кăсăклантаракан ыйтусене те хуравлĕç.
Кирек камăн та чир паллисене асăрхасан больницăна каймалла е тухтăра чĕнмелле. Республикăри медицина учрежденийĕсем çийĕнчех пулăшу пама хатĕр. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри 15 инфекци стационарĕнче 400 койка, чир паллисем пур пек туйăнаканнисем валли 44 боксра 70 койка уйăрнă. Кунсăр пуçне тата 1500 ытла вырăн уйăрма майсем пур. Медицина учрежденийĕсене коронавирус инфекцийĕнчен сиплемелли аппаратсемпе тивĕçтернĕ. Олег Николаевăн хушăвĕпе больницăсемпе поликлиникăсем валли медицина приборĕсемпе хатĕрсене туянма тата 49 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.
Медицина маскисем те кăткăслăх пулмалла мар. РФ айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Енри управленийĕ маскăсем хатĕрлеме пуçланă.
Коронавируспа çыхăннă тĕрĕс информаципе ăçта паллашмалла? Олег Николаевăн хушăвĕпе «Контактра» сетьре «Чувашия без паники» пĕрлĕх /vk.com/bespanik21/ туса хунă. Унта республикăри çĕнĕ хыпарсене вырнаçтарĕç. Çавăн пекех аптекăсенче эмелсем çукки, лавккасенче тавар пĕтни, хаксем ÿсни пирки пĕлтерме май килĕ. Ресурсра суя хыпар сарма, пĕр-пĕрне кÿрентерме, питлесе çырма юрамасть. Шел те, кунашкаллисем те пулаççĕ. Акă полици сотрудникĕсем социаллă сетьсене тишкернĕ май «Амур облаçĕнче çынсем чирленĕ» тесе суя хыпар сарнă хĕрарăма тупса палăртнă. Тĕрĕс мар информаци сарнăшăн ун тĕлĕшпе административлă йĕркене пăсни çинчен ĕç пуçарнă. Сăмах май, çакнашкал киревсĕрлĕхшĕн граждансене 30—100 пин тенкĕ, должноçри çынсене 60—200 пин тенкĕ, юридици сăпачĕсене 200—500 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.
Коронавирус Чăваш Енрен пăрăнса иртессĕн туйăнатчĕ. Паянхи куна пĕр çын чирлени паллă. Вăл, Бразилирен Швейцари урлă Мускава килнĕскер, Шупашкара таврăннă хыççăн сывлăхне хăех тĕрĕслеттерме шухăшланă. Тухтăрсем вирус ернине палăртсан тÿрех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Шута илме
Коронавирус сарăласран сыхланма çакна шута илмелле:
— выльăх-чĕрлĕх, тинĕс апат-çимĕçне сутакан пасарсене, зоопарксене, халăх йышлă пухăнакан вырăнсене çÿремелле мар;
— чĕрĕ апат çимелле мар;
— сывлăх çулĕсене хÿтĕлекен хатĕрсемпе усă курмалла;
— урамран кĕрсен, апат çиес умĕн алла супăньпе лайăх çумалла;
— чир паллисене /кĕлетке температури ÿсет, пуç ыратать, сывлама йывăр, вăй çук, кăмăл пăтранать, хăстарать, вар-хырăм ĕçĕ пăсăлать, мышцăсем ыратаççĕ/ асăрхасан медицина ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла, харпăр хăй тĕллĕн сипленмелле мар.
Мартăн 18-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов район территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассине асăрхаттарас тата санитарипе профилактика мероприятийĕсем йĕркелес енĕпе ятарлă постановлени кăларнă.
Унпа килĕшÿллĕн район территорийĕнче культура, спорт мероприятийĕсем ирттерме чарнă. Организацисемпе предприятисенче санитарипе гигиена нормисене çирĕп пăхăнмалла: тăтăшах пÿлĕмсене çумалла, уçăлтармалла.
Çавăн пекех чиртен асăрханас тĕллевпе район администрацийĕ çынсене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнăва çÿрессинчен тытăнса тăма е ыйтусене çырупа яма сĕнет.
СĂМАХ МАЙ
Раççей ученăйĕсем короновирусăн тулли геномне палăртнă. Ку информаци çĕнĕ инфекципе кĕрешмелли вакцинăсемпе препаратсене туса хатĕрлеме пулăшĕ. «SARS-CoV-2» вирусăн генетика анализĕ пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, — тенĕ А.А.Смородинцев ячĕллĕ грипп ăслăлăх-тĕпчев институчĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Лиознов. — Ку коронавирус — çĕнĕлĕх, çавăнпа вăл мĕнле сарăлнине, пирĕн çĕршыва мĕнле лекнине, мĕнле улшăнса пынине пĕлни питĕ кирлĕ».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *