Пятница, Апрель 10

Хисеплĕ кинемейĕн – юбилей

Хисеплĕ кинемейĕн – юбилей

Валентина Васильевна Ядрова /Митюкова/ 1940 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Комсомольскинче Ульяна Евгеньевнăпа Василий Сергеевич Митюковсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ ялти «Заготскотра» бухгалтер пулса ĕçленĕ, амăшĕ колхозра вăй хунă.
Валентина çемьери виçĕ ачаран асли пулнă. 1956 çулта вăл Комсомольскинчи вăтам шкула пĕтернĕ. Çав çулах киномеханиксен курсне вĕренсе тухса тăван ялтах ĕçе кÿлĕннĕ. 1960 çулта Кĕçĕн Çĕрпÿел ачипе, Виталий Ядровпа, паллашнă, тепĕр çултанах çамрăксем çемье çавăрма шут тытнă. Виталий Иванович «Красный Октябрь» колхозра водительте ĕçленĕ. Пултаруллă водитель ятне 1970 çулта районăн Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. Валентина Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи клуба ĕçе вырнаçнă, таврари виçĕ ялта — Кĕçĕн Çĕрпÿел, Аслă Çĕрпÿелте тата Хирти Шăхасанта кино кăтартнă. Ядровсен çемйинче тăватă хĕрпе пĕр ывăл кун çути курнă. Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске, теççĕ халăхра. Валентина Васильевнăн мăшăрĕн Турă панă кун-çулĕ ытла та кĕске пулчĕ: Виталий Иванович 38 çултах çак пурнăçран уйрăлса кайрĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе туллин киленсе кураймарĕ…
Çак кунсенче Валентина Васильевна 80 çул тултарать. 40 çула яхăн киномеханикра /1956-1995 ç.ç./ вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Ĕçне тивĕçлипе хаклакан Хисеп хучĕсем питĕ йышлă пирĕн çывăх тăванăмăрăн. 1978 çулта Чăваш АССРĕн Министрсен Канашĕ çумĕнчи кинофикаци управленийĕ ăна Хисеп хучĕ парса хавхалантарнă. 1982 çулта Валентина Васильевна «СССР кинематографи ĕçĕн отличникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Çав çулах унăн сăнне Комсомольскинчи КПСС райкомĕн тата район депутачĕсен Канашĕн Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă. 1978, 1982, 1984, 1985, 1986 çулсенче вăл «Профессире чи пултарулли» ята тивĕçнĕ. 1986 çулта Валентина Васильевна «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Çак çултах ăна Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне парса чысланă. Чылай çул Валентина Васильевна судра заседатель ĕçне те туса пынă.
Ачасене пурнăç çулĕ çине тăратма çăмăл пулмарĕ Валентина Васильевнăна. Амăшĕн тивĕçне туллин пурнăçларĕ хĕрарăм. Аслă хĕрĕ Ирина Ульяновск хулинче фармацевт специальноçне алла илме пултарчĕ, халĕ вăл Çĕнĕ Мăратра аптека заведующийĕ пулса ĕçлет, унтах качча тухса çемье çавăрнă. Люба Мускав облаçĕнчи Коломна хулинче пурăнать, хула больницин неврологи уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлет. Рая Пермь хулинчи пединститут хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне пĕтерет. Вăл Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнче ачасене физкультура предметне вĕрентет. Маргарита И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет. Ывăлĕ Роман Çĕрпÿ хулинчи ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ, халĕ вăл ял поселенийĕн пушар хуралĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Роман çемйипе амăшĕпе пĕрле, тĕп килте пурăнать, ашшĕ-амăшĕ чĕртнĕ вучаха сÿнме памасть.
Паян вара пирĕн чĕререн тухакан сăмахсемпе Валентина Васильевна Ядровăна — аннене, кукамая, асаннене, пăянама, ание — сумлă юбилей ячĕпе саламлас килет. Çирĕп сывлăх, пархатарлă та вăрăм кун-çул, çăлкуç таппиллĕ телей, канлĕ ватлăх сунатпăр эпир ăна. Санăн ĕçченлĕхÿ, хастарлăху нихăçан та ан иксĕлччĕр. Пире, ачусене, пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн, хăв çиес татăка пирĕнпе пайланăшăн, ялан пулăшма тăрăшнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Малашне те çемье вучахне сÿнтермесĕр, килĕштерсе, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе, ачусемпе мăнукусен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнма Турă вăрăм ĕмĕр пиллетĕр сана.
Эс пурри — кил-çурт илемĕ,
Эс пурри — чĕре ăшши.
Ыр сунатпăр кăмăлтан,
Эсĕ хаклă ылтăнран.
Пурăн 100 çул ыр курса
Эс пире савăнтарса.
Ачисем, мăнукĕсем, кинĕ, кĕрÿшĕсем, хăтисем, тăхлачисем, çывăх тăванĕсем.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code