Суббота, 20 апреля

Конституци улшăнăвĕсене хаклаççĕ

Конституци улшăнăвĕсене хаклаççĕ

И.А.Никитина, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ:

«Ман шутпа, РФ Конституцине улшăнусем кĕртме чăннипех те вăхăт çитнĕ. Самана улшăнса пырать, унпа пĕрлех саккунсем те улшăнаççĕ. Çĕршывăн Тĕп саккунĕ паянхи кунăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтертĕр тесен, паллах, унта улшăнусем кĕртмеллех. Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусем чылайăшĕ социаллă сферăна пырса тивеççĕ: пенсисене çулталăкра пĕр хутран кая мар индексацилесси, граждансене адреслă социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси, социаллă пособисемпе социаллă тÿлевсене çулсерен индексацилесси тата ытти те. Çапла майпа халăха куллен канăçсăрлантаракан ыйтусем çĕршывăн Тĕп саккунĕнче çырăнса юлĕç. Çакă халăха малашлăх çине пысăк шанăçпа пăхма май парĕ, социаллă пулăшусемпе çыхăннă ытлашши ыйтусем çуратмĕ».

 

В.П.Николаев, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕ:

«РФ Конституцине улшăнусем кĕртнине эпĕ ырласа йышăнатăп. Тивĕçлĕ пурнăç шайĕ çĕршыври кашни çыннăн пурнăç норми, пирĕн пурнăçăн тĕп хаклăхĕ пулса тăмалла. Улшăнусемшĕн сасăласа эпир хамăрăн малашлăха лайăхрах тума çул уçатпăр тесе шутлатăп». 

 

 

И.Х.Миннетуллин, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕ:

«Çак кунсенче ЧР Патшалăх Канашĕ РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусене ырларĕ. Улшăнусем пурнăçăн тĕрлĕ сферисене пырса тивеççĕ. Кашни улшăнăвах халăхăн шухăш-кăмăлне шута илсе, тĕплĕн шухăшласа йĕркеленĕ. Вĕсене Тĕп саккуна кĕртни халăхăн пурнăçне ырă енне улăштарасса шансах тăратăп».   

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *