Нумаях пулмасть И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче район хаçачĕсен редакторĕсем валли пресс-тур йĕркелерĕç. Курса тĕлĕнмелли, пĕлмелли чăннипех те нумай пулчĕ. Шкул ачисен пĕлĕвне ÿстерме, вĕсене аталанма, студентсене вĕренме, опыта ÿстерме пур услови те пур кунта.
Вырăнти хаçатсен ертÿçисем физикăпа математика факультечĕн вĕренÿпе лаборатори базинче, С.А.Абруков ячĕллĕ Ăслăлăх коллаборацийĕн çур-тĕнче, машина тăвакансен факультетĕнчи ДНК лаборатори-йĕнче, çĕнетнĕ «В» корпусăн аудиторийĕнче, вĕренмелли цифра подстанцийĕнче пулса курчĕç, журналистика енĕпе пĕлÿ илекен студентсемпе калаçрĕç. А.А.Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕнче ректорпа — Андрей Александровпа тĕл пулчĕç.
Андрей Юрьевич юлашки çулсенче пурнăçа кĕртнĕ инноваци проекчĕсемпе, университет аталанăвĕнчи тĕп енсемпе паллаштарчĕ, журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.
Пресс-тур вăхăтĕнче журна-çлистсем Чăваш патшалăх университечĕн «Б» тата «В» корпусĕсене çитсе курчĕç. Çак лабораторисен комплексне тума партнерсем нумай пулăшнă. Цифра подстанцине тунă çĕре университетăн укçи-тенки пачах та кайман. Çакăн евĕр вĕренмелли цифра подстанцийĕ Раççейĕпе те урăх çук. Электроэнергетика енĕпе университет, ытти вĕренÿ заведенийĕсемпе танлаштарсан, чылай малта пырать. Физикăпа математикăн кĕçĕн факультетне тума университет федераци грантне çĕнсе илнĕ. Çак шухăш патне 4 çул каялла килсе тухнă, вăхăт иртнĕçем ăна пурнăçа кĕртнĕ.
Андрей Александров ректор Ăслăлăх коллаборацийĕн çурчĕ çинчен те тĕплĕн каласа пачĕ. Унти лаборатори комплексĕ пысăк квалификациллĕ инженерсене хатĕрлеме май парать. Ытларах чухне студентсен вĕреннĕ хушăрах тĕрлĕ предприятире ĕçлеме май пур. Чылайăшĕ çакăн пек тăваççĕ те. Çакă теори пĕлĕвне практикăпа çыхăнтарма пулăшать.
«Пирĕн университет питĕ пысăк, пĕр медицина факультетĕнче çеç 5,5 пин студент ăс пухать, çав шутра 1,5 пин студент — ют çĕршывсенчен килнисем. Пирĕн университет пуриншĕн те уçă пултăр тесе эпир Раççей шайĕнчи чи лайăх специалистсене йыхравлатпăр. Çакă вĕренекенсемпе преподавательсен тавракурăмне анлăлатма, вĕсене çĕнĕ сферăсемпе интереслентерме май парать», — палăртрĕ ректор.
Чăннипех те çапла, патшалăх университе-тĕнче студентсен пĕлĕвне кунран кун ÿстерме, пуянлатма пур услови те туса параççĕ. Аудиторисем хăтлă та пысăк, педагогсем маттур та пысăк тавракурăмлă. Техникăпа пурлăх бази пуян пулин те ăна çулсерен татах та пысăклатма тăрăшни куç кĕрет. Апла пулсассăн, тăван тăрăхра вĕренсе, алла диплом илсе юратнă çĕршывшăн тăрăшма нимĕн те кансĕрлемелле мар.
А.ЕФРЕМОВА.