Ялти чиркÿ — хамăршăн

Ялти чиркÿ — хамăршăн

Пирĕн ялта чиркÿ çукки питĕ пысăк çитменлĕх пек туйăнатчĕ мана. Эпир вунă çул каяллах Комсомольски ял чиркĕвĕн настоятелĕпе Алексей аттепе тата А.В.Озеровпа пĕрле чиркÿ тăвас шухăшпа вырăнне те пăхса хунăччĕ, ĕмĕтленсех тăнă. Кĕтмен çĕртен Алексей атте Комсомольскинчен тухса кайрĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Озеров пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вара ун чухне мана çăварти çăкăр тухса ÿкнĕ пекех туйăнчĕ. Эпĕ яланах чиркÿ пирки шутласа çÿренĕ-çке. Хама тытса чараймарăм, 2017 çулхи сентябрь уйăхĕнче çыру çырса «Каçал ен» хаçат редакцине кайса патăм. Мана нумай кĕттермерĕç, часах çав çырăва пичетлесе кăларчĕç. Ун хыççăн эпĕ Аслă Чурачăк ял чиркĕвĕн настоятелĕпе Георгий аттепе калаçрăм та, вăл та хапăл турĕ. Халех тытăнар, терĕ те — пуçланчĕ вара.
Районтан пырса çĕрне виçсе пачĕç, çак ыйтупа пуху ирттерчĕç. «Асаново» ЯХПК председателĕ А.Н.Бахтеров та пур енлĕн пулăшрĕ. Çав çулах фундамент яма пуçларăмăр. 2018 çулта чиркĕве купаласа пĕтерчĕç, 2019 çулта тăррине витсе куполĕсене, хĕресĕсене вырнаçтарса хума та май килчĕ. Тавах Турра.
Çакăн пек пысăк ĕçе пурнăçлама май килни пирĕн Асанкасси çыннисем питех те маттуррине, ырă кăмăллине кăтартса пачĕ. Эпĕ ял çыннисене малтанах шаннă. Ял халăхĕ ĕçлеме те активлăн хутшăнчĕ, укçа-тенкĕ парса та пулăшрĕ. Унсăрăн чиркÿ туса лартаймастăмăрччĕ. Хурнай çыннисене те пысăк тав, вĕсем те укçа парса пулăшу кÿчĕç. Халĕ ĕнтĕ чиркÿре шалти ĕçсем пыраççĕ.
Никĕс ярсанах Георгий атте пĕр пушă çурт тупса кĕлĕ çурчĕ уçасчĕ терĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Карпов пире ял совечĕн кивĕ çуртне кĕлĕ çурчĕ тума уйăрса пачĕ. Тавах ăна çакăншăн. Халĕ унта Георгий атте килсе кĕлĕсем ирттерет. Эпĕ хамăр ял çыннисене питĕ пысăк тав сăмахĕ калатăп. Чиркĕве туса пĕтерме Турă пулăшасса шанатăп.
Пирĕн ялта тата ытти пысăк ĕçсем те пулчĕç: ял варрине — çăл патне купель туса лартрĕç. К.Салаев тата С.Кондратьев тăрăшнипе пулчĕ ку. Тата маларах ял варрине вăрçăра пулнă ентешсен ячĕпе стела вырнаçтарчĕç. Çав çынсемех тăрăшнипе ял тулашĕнче плотина туса хучĕç. Ача сачĕпе культура çурчĕ çук-ха пирĕн, çапах хăçан та пулсан вĕсем те пулаççĕ пуль-ха. Тен, хамăр ялтах çемье врачĕн офисне те уçса парĕç-ха. Питĕ шанатпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн ял пысăк, тухса çÿреме те çăмăлах мар, икĕ вăрман урлă, темиçе яла хăварса çÿремелле.
А.СТЕПАНОВА.

Один комментарий

  • Геннадий

    в ст.»Ялти чиркÿ — хамăршăн» приведены не все сведения о начале строительства церки в д. Асаново. Можно поинтересоваться у Анны Романовой. А как начиналось, я напишу позже.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *