Тухса чупăттăм — ватлăх ямасть

«Вăрçă пуçланнă çулах аттене фронта кайма ят тухрĕ. Вăл куççуль витĕр ачашласа пуçсене шăлчĕ те пĕр-пĕринчен çирĕп тытăнса, аннене пулăшса пыма хушса килтен тухса кайрĕ. Эпĕ ун чухне вунвиççĕри хĕрачаччĕ. Çав самантра аттене юлашки хут курасса шутлама та пултарайман. Вăл тăван киле таврăнаймарĕ — вăрçă хирĕнче пуçне хучĕ. Анне ултă ачапа тăлăха юлчĕ. Сĕтел çинче пĕр çавра çăкăр. Аса илсен халĕ те йĕрес килет. Пилĕк хĕр те пĕр ывăл ÿсрĕмĕр. Пĕртăвансенчен тăваттăшĕ çĕре кĕнĕ, эпĕ тата йăмăк пурăнатпăр-ха. Çак тарана çитсе пĕрре те чирлесе больницăра выртман, эмел те ĕçсе курман. Каймалла та ан пултăр», — терĕ Хирти Мăнтăрта пурăнакан 91 çул тултарнă кинемей.
Вера аппа 1928 çулта сентябрĕн 21-мĕшĕнче Ольгăпа Василий Фадеевсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ малтан Аслă Чурачăкра учитель, каярах, вăрçа кайиччен, чукун çул çинче караул начальникĕ пулса ĕçленĕ. Амăшĕ колхозра вăй хунă. Василий Фадеевичăн упранса юлнă пысăклаттарнă сăнÿкерчĕкĕ тĕпелте хисеплĕ вырăнта упранать, тăван килне нушаран сыхлать тейĕн. Вĕсен йăхĕнчи тăвансем ĕçчен, пурнăçа тытса пыма пĕлекен çынсем пулнă. Çавăнпа япăх пурăнман. Самана улшăннă вăхăтра çирĕп хресченĕн лашисемпе, ĕнисемпе колхоз фермине тултарнă, хуралтăсене салатнă, сапаланă, çуртран клуб туса хунă. Кукашшĕн вара урăх вырăнта никĕс ярса хуçалăх тума лекнĕ. Халь Григорьевсем пурăнакан çурт Вера аппан ашшĕпе амăшĕн тĕп килĕ.
1941 çулта нумай хуласемпе ялсем гитлеровецсен аллине куçнă. Вăй питти арçынсене, лашасене, техникăна фронта илсе кайнă. Çакă оккупацие лекмен хуçалăхсен ĕçне-хĕлне тата ытларах йывăрлатнă. Фронта апат-çимĕçпе, тум-тирпе, промышленноçа ял-хуçалăх чĕр таварĕпе тивĕçтересси ватăсен, хĕрарăмсен, вăрçа кайма çул çитмен çамрăксен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр çĕнтерÿ кунне çывхартнă. Вăрçă çулĕсенче выçăпа вилес мар тесе çынсем çиме юракан ÿсентăрансемпе апат хатĕрленĕ чухне усă курнă. Анасем çинче пĕр çум курăкĕ пулман, çырмасенче те курăка ÿсме паман, хуратсах тăнă. Çамрăк хĕр çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн колхозри сысна фермине ĕçлеме кайнă. «Кунĕн-çĕрĕн ĕçлемелле пулнипе киле кашни кун каймастăмăрччĕ. Апатне хатĕрлемелле, айĕсене тасатмалла, амасене çăвăрлаттармалла. Выльăхсем валли пĕçернĕ улма мĕн тери тутлăччĕ! Витесем сивĕ пулнипе аптранă амасене ятарласа ăшăтнă пÿрте сĕтĕрсе кайса çăвăрлаттараттăмăр. Фермăра çеç мар тата хирте те вăй хураттăмăрччĕ, вăрман касма та, Канаша тырă леçме те каяттăмăр. Мĕн хушнине ĕçленĕ, турткалашса тăма май пулман. Ыйхă тăраниччен çывăрса выртайман. Пĕррехинче Канаша тырă леçме ячĕç. Вăкăр кутăнлашса çул çине выртрĕ. Куççульпе йĕрсе ÿкĕтлесен те, вăрçсан та тăратаймастăп. Юрать иртсе пыракан арçынсем пулăшрĕç. Вăкăра тăратрĕç. Тата эртелпе вăрман касма кайсан питĕ хăранăччĕ. Çул урлă 12 кашкăр каçса кайрĕ! Аслăраххисем кашкăрсем çывхарнине асăрхасан пĕр хускалмасăр шăпăрт ларма хушрĕç. Те выçах пулман — кашамансем пире тĕкĕнмерĕç.
Тум-тир те илеймен, анне кĕписене кĕскетсе тирпейлесе тăхăнаттăм. Мĕнле шăнса чире кайман, халĕ те тĕлĕнетĕп. Колхоз Канашри вакунсем юсакан завода хăпартма ярсан çеç ĕçлесе илнĕ пур-çук укçапа хам ятпа кĕпе, куртка илейрĕм. Стройкăра ĕçлеме йывăрччĕ. Кирпĕчне те йăтнă, раствор та çăрнă. Эпир унта колхозран хĕрĕх çын вăй хутăмăр. Çĕр каçма сарайĕнче улăм сарса панăччĕ. Çавăнта çывăраттăмăр», — васкамасăр малалла тăсрĕ калаçăва кинемей. Сăмах май каласан, Канашри вакунсем юсакан завод Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче боеприпассем туса кăларнă, çапăçу хирĕсенчен «аманса» килнĕ танксене тÿрлетсе строя тăратнă, бронепоездсем — «Комсомол Чувашии», «За Родину» — пуçтарса тăшмана аркатма ăсатнă.
Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăлах марччĕ. Çĕршыва ура çине тăратмалла пулнă. 1950 çулта Вера маттур яшпа, Геннадий Григорьевпа пĕрлешнĕ. » Колхозра ĕçлекен чи ĕçчен хĕре качча илетĕп», — тенĕ каччă. Хĕр хирĕçлемен. Ара 13 çулта бригадирта ĕçлеме пултарнă çын, паллах, çемье тилхепине тивĕçлĕ тытĕ. Мăшăр малтанах тĕп килте пурăннă. Унта вĕсен тăватă ача çуралнă: Николай, Анатолий, Юрий, Вячеслав. » Март вĕçĕ. Шыв-шурлă… Манăн çăмăлланма вăхăт çитнĕ. Больницăна кайма тухрăмăр. Çырма урлă каçнă чухне лаша путса ларчĕ. Асли, Коля, Çирĕклĕ хирĕнчех кун çути курчĕ. Юрать фельдшерĕ маттур. Çухалса каймарĕ. Çул çине ачана йăтса тухса больницăна çуран çитрĕмĕр… Ун чухне ача пăхма отпуск паман. Чăмлак парса, сĕтне суса хăварнă та ĕçе чупнă. Хуняма мăнукĕсене юратса пăхни кăмăла çĕклетчĕ. Ĕçре чухне вĕçĕмсĕр ачасем çинчен шутласа кулянтармастчĕ. Анне Шупашкара пурăнма кайнă чухне хуçалăхне пире парса хăварчĕ.
Çĕнĕрен никĕс ярса Генукпа çурт хăпартрăмăр, хуралтăсене çĕнетрĕмĕр, тата виçĕ ача çуратса /Ираида, Александр, Ольга/ çичĕ ачаллă пултăмăр.
Шел, мăшăрăм 2006 çулта çĕре кĕчĕ. Галя кинпе Саша ывăлăм мана ача пек усраççĕ. Хальхи саманара çителĕклĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Татах тиркешме те хăятпăр. Курăк çинине мантăмăр çав. Çамрăк чухне талăк çитместчĕ, халĕ вара вăхăт иртмест. Ĕçлеме тухса чупăттăм — ватлăх ямасть», — тет В.Григорьева. Мăшăрĕпе пĕрле çичĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă кинемей халĕ çирĕм мăнукпа тата вăтăрпилĕк мăнмăнукпа савăнать, кашни килмессерен пехиллет.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *