Ĕмĕр сакки сарлака

Ферма çуртне тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕр кĕрсе тăчĕ. Васканипе тутăрĕ шуса анса пуçĕ йĕри-тавра кăшăлласа хунă çивĕчĕсем йывăррăн çурăмĕ çине усăннине те туймарĕ вăл. «Кама кирлĕ пултăм-ши?» текен шухăш, пăру витинчен тухнăранпах канăç паманскер, пÿртри çынсене курсан тин хурав тупрĕ. Пĕчĕкрех каччăпа вăтам çулхи хĕрарăма курсан, хĕр именнипе «Сывлăх сунатăп» тенисĕр пуçне нимех те калаймарĕ.
Пирĕшти пекех туйăнчĕ хĕр каччăна. Вăл хĕре тахçанах килĕштерни пирки, паянхи кунран пурнăç сукмакĕпе пĕрле утас шухăшпа калаçма килнине пĕлтерчĕ.
Тăватă хĕрачапа пĕр арçын ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратрĕç вĕсем. Аслă хĕрĕсем ачасене вĕрентсе воспитани парас енĕпе ĕçлеççĕ. Нина — садикре, Таня — акăлчан чĕлхи учителĕ. Рая — ăста çĕвĕç. Сергей, ылтăн алăллăскер, ялта тĕпленнĕ. Оксана, чи кĕçĕнни, юрист профессине алла илнĕ.
Калаçу Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнче пурăнакан Василий Михайлович Михайлов çинчен пырать. Вăрçă пуçланиччен пĕр çулталăк маларах çуралнă ачан пурнăçĕ чăтма çук йывăр пулнă. Ашшĕ, Михаил Игнатьевич, 4 класс пĕтернĕскер, колхозра кладовщикре ĕçленĕ. Ял халăхĕ ăна ĕçчен те тÿрĕ чунлă пулнăшăн хисепленĕ. Ваççук çулталăк тултарсан ашшĕ тифпа чирлесе вилет. Икĕ пĕчĕк ача тăлăха тăрса юлать. Амăшĕ, Нина Ефимовна Абужарова, Патăрьел районĕнчи Ишекре çуралса ÿснĕскер, ачисене ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшать. Анчах ялти пĕччен хĕрарăмăн, çумра тĕрек пулмасан, пурнăçа сыпăнтарса пыма йывăрри каламасăрах паллă. Çавăнпа та пуль тепре качча тухать Нина Ефимовна. Çут тĕнчене ывăл ачасем Кольăпа Петя килеççĕ. Анчах хĕрарăмăн пурнăç çулĕ вăрăм килмест. Ваççук 16-ра чухне вăл йывăр чирлесе вилет. Сĕм тăлăха тăрса юлать арçын ача. Микуль пиччĕшĕ пулăшса пынипе анчах Ваççук йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал тупать. Ывăл ачасен тăванлăх туйăмĕ ĕмĕрех çирĕп пулнă. Василий Михайлович паянхи кун та аслă пиччĕшĕ илсе панă конькипе пĕрремĕш хут пăр çине тухнине, йĕлтĕр сырса кукамăшĕ патне Ишеке çити чупнине ырăпа аса илет. Микуль тетĕшĕ пулăшнипе Ваççук 7 класс пĕтернĕ хыççăн Комсомольскинчи ДОСААФра ăс пухать. Водителе вĕреннĕшĕн 800 тенкĕ тÿлемелле пулнă вăл вăхăтра.
Микуль, Ваççук пиччĕшĕ, пĕчĕкренех çивĕч ăсĕпе тата тăрăшулăхĕпе уйрăлса тăнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнче 10 класс пĕтерет. Летчик пулас ĕмĕтпе малтанласа Шупашкарти авиашкулта, унтан Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинче вĕренет. Çар летчикĕ пулса тăрать. Чылай çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар тивĕçне пурнăçласа пырать.
Паянхи кун Василий Михайлович 80 çул тултарнине паллă тăвас ĕмĕтпе пурăнать. «Аттепе аннешĕн те, пиччепе мăшăршăн та пурăнтăм пулĕ ĕнтĕ», — тет вăл хаш сывласа. 42 çул «Красный Октябрь» колхозра водительте вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Унăн ĕçне хаклакан Хисеп хучĕсемпе грамотăсем паянхи кун та Василий Михайловичăн архивĕнче сăнÿкерчĕксемпе пĕрле упранаççĕ. Вăл «Районти чи лайăх механизатор», «Республикăри чи лайăх механизатор» ятсене те тивĕç пулнă. Василий Михайлович чăнахах та маттур ĕçчен пулнине «Социа- лизмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллă та ĕнентерсе парать.
Сумлă ватăн пурнăçне ал айне лекнĕ сăнÿкерчĕксем те уçса параççĕ. Кашнин хăйĕн историйĕ. Пĕрин çинче Ваççук Микуль пиччĕшĕпе, ун çумне çыпçăнсах ларнă. «Сан çунатусем айĕнче мана питĕ канлĕ. Санпа чухне эпĕ нимрен те хăрамастăп», — тенĕн туйăнать шкул çулне çитнĕ ача. Шкулта лайăх паллăсемпе анчах вĕренет пĕчĕк Ваççук. Пĕрремĕш учителĕ Елизавета Павловна Ласточкина тата истори учителĕ Анатолий Арсентьевич Арсентьев ачан чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Паянхи кун та вăл вĕсем çинчен ырăпа аса илет.
Тепĕр сăнÿкерчĕк çинчен пирĕн çине çар форми тăхăннă 18—19 çулсенчи çамрăк ăшшăн пăхать. «Пурте лайăх пулать», — теççĕ унăн куларах пăхакан куçĕсем. Çар службинче Украинăра тăнă чăваш каччи. 3 çул та 5 уйăх хăйĕн çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçланă вăл. Шанса панă машинипе офицерсене турттарнă.
Виççĕмĕш сăнÿкерчĕкре вара асатте-кукаçи ачисемпе мăнукĕсем хушшинче. Пилĕк ача Василий Михайловичăн, 10 мăнук, 1 кĕçĕн мăнук. Шел те, мăшăрĕ Антонина Филипповна кураймарĕ çак телее. Турă панă кун-çулĕ питĕ кĕске пулчĕ мăшăрĕн. Пурăннă пулсан унăн сумлă юбилейне те паллă тумаллаччĕ кăçал. Ĕмĕр сакки сарлака çав, тем те куран пурнăçра.
Паян вара чĕререн тухакан сăмахсем Василий Михайлович Михайлов валли. Аттеçĕм, асаттеçĕм, кукаçи! Сумлă юбилей ячĕпе саламлатпăр сана. Сар хĕвел ăшшипе нумай-нумай çул киленсе пурăнма çирĕп сывлăх, лăпкă та канлĕ ватлăх сунатпăр. Пире — ачусене пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн, хăв çиес татăка пирĕнпе пайланăшăн, яланах пулăшма тăрăшнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Ăс-тăну яланах çирĕп пултăр, çывăх çыннусен тимлĕхĕпе савăнса нумай-нумай çул пурăн. Малашне те çемье вучахне сÿнтермесĕр, килĕштерсе, пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе, пĕр-пĕрин тимлĕхне туйса, ачусемпе мăнукусен çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнма Турă вăрăм ĕмĕр пиллетĕр сана. «Аннепе аттене суйламаççĕ», — теççĕ халăхра. Анчах эпир, Антонина Филипповнăпа Василий Михайлович Михайловсен ачисем, суйламалла пулнă пулсан та вĕсенех суйланă пулăттăмăрччĕ.
Атте, тепĕр хут юбилей ячĕпе!
Эс пурри — пирĕн пуянлăх,
Эс пурри — кил-çурт тĕрекĕ,
Эс пурри — чĕре ăшши.
Ырлăх сунатпăр кăмăлтан,
Эсĕ вĕт хаклă ылтăнран.
Çывăх çыннисем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *