Спорт – унăн пурнăçĕ

Каçал тăрăхĕ тĕлĕнмелле маттур çынсемпе пуян. Вăл хăйĕн сăпкинче тĕрлĕ сферăра пысăк утăмсем тунă, тăвакан çынсене сиктернĕ. Паян вара хисеплĕ вулакансене Владимир Иванович Ласточкинпа паллаштарасшăн. Паянхи кун хисеплĕ ентеш тăван тăрăхра пурăнмасть пулин те, кунта час-часах килсе çÿрет, педагогсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулать, мероприятисене хутшăнма вăхăт тупать. Акă, мартăн 10-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче йĕркеленĕ районсен парадне Владимир Иванович Каçал тăрăхĕн делегацийĕн йышĕнче хутшăннă.
Владимир Ласточкин 1937 çулта Анат Тимĕрчкасси ялĕнче 7 ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕне Иван Александровича финн вăрçине илсе кайнă чухне Володя икĕ çулта çеç пулнă. Хыççăнах Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Унта çемье пуçĕ çеç мар, Ласточкинсен икĕ аслă ывăлĕ те хутшăннă. Алексей 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Ун чухне вăл 19 çулта çеç пулнă. Николай 1944 çулта Смоленск çывăхĕнчи хаяр çапăçусенче пуçне хунă. Иван Александрович фронтран хытă аманса, костыльсемпе таврăннă, нумай пурăнайман.
Володя ашшĕсĕрех çитĕннĕ, 4—5 çулта чухнех амăшне хуçалăхри ĕçсенче пулăшма пикеннĕ. Унăн ачалăхĕ 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пĕтнĕ тесен те юрать. Халĕ те ветеран асĕнче вăрçă вăхăтĕнчи выçă çулсем упранаççĕ. «Çуркунне юр кайнă хыççăнах эпир шăннă çĕрулми пуçтарма хире тухаттăмăр, тин тухнă курăка тăпăлтараттăмăр. Пысăк хуранра вĕсенчен яшка пĕçереттĕмĕр. 10-11 çултан пуçласа колхоз ĕçне çÿреме пуçланă, çурлапа тырă вырнă, çавапа курăк çулнă. Вăкăр кÿлсе пирĕн ялтан 27 çухрăмра вырнаçнă Йĕпреçе тырă турттарнă, 40—50 кило таякан михĕсене йăтнă. Çăпатапа çÿренĕ, тетрадь вырăнне кивĕ кĕнекесемпе усă курнă, йĕркесем хушшине çырнă. Чернил хĕлле час-часах шăнса ларатчĕ» , — аса илет Владимир Иванович.
1953 çулта ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Владимир Аслă Чурачăк вăтам шкулне вĕренме кĕнĕ. Ялтан 3 çухрăмра вырнаçнă шкула кашни кун çуранах çÿренĕ, ку хăйне евĕр зарядка пулнă. Ун чухне шкул директорĕнче талантлă педагог, каярах Чăваш Енре палăрнă Ю.П.Сокольников ĕçленĕ. Ун чухне шкул районта та, республикăра та чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Шкултан вĕренсе тухакансем çăмăллăнах вузсене, çар училищисене вĕренме кĕнĕ. Физкультурăна А.М.Казаков вĕрентнĕ. Вăлах ачасене спортпа интереслентерме пултарнă. Володя та спорта юратнă, ытларах йĕлтĕрпе ярăнма кăмăлланă. Йĕлтĕрпе чупса шкул чемпионĕ çеç мар, район чемпионĕ те пулнă.
Шкул пĕтернĕ хыççăн Владимир салтак атти тăхăннă, çартан таврăнсан токарьте ĕçлеме пикеннĕ. Ĕçленĕ хушăрах спорт валли вăхăт тупсах тăнă, йĕлтĕрпе чупассипе 1-мĕш разряда тивĕçнĕ. Чунĕ спорт еннеллех туртăннине кура Владимир Ласточкин физкультура институтне вĕренме кĕнĕ, часах дипломлă специалист пулса тăнă. 1969 çултан пуçласа вăл Шупашкарти шкулсенче ачасене физкультура вĕрентнĕ, унтан ЧПУн тата Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн физвоспитани кафедринче тăрăшнă. 1981 çултан пуçласа Владимир Иванович 18-мĕш техучилищĕн физвоспитани ертÿçинче ĕçлеме пикеннĕ, 25 çул çакăнта вăй хунă вăл.
Педагог-спортсмен училище директорĕ Н.Г.Зиновьев пулăшнипе професси вĕренĕвĕн тытăмĕнчи чи лайăх спорт базисенчен пĕрне йĕркелеме пултарнă. Училищĕре стадион, гимнастика хули, йĕлтĕр бази туса лартнă, спорт костюмĕсем туяннă. Йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, футбол, кире пуканĕ йăтасси вăйлă аталаннă. Владимир Иванович çамрăксене спортпа интереслентерме пултарнине кура унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче, олимпиадăсенче час-часах малти вырăнсене тухнă. «Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни сывлăха çирĕплетет, нумай пурăнма пулăшать. Спортпа туслă çын вăйлă пулать, йывăрлăхсене çĕнтерсе малтан мала талпăнма хăнăхать», — тет яланах Владимир Ласточкин.
Мускаври физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă Владимир Иванович Ласточкин хăйĕн ĕмĕрне çитĕнекен ăрăва воспитани парассине халалланă. Вăл — РФ физкультура отличникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, ăна Физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ĕçпе спорт ветеранĕ — Раççей ветеранĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн членĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *