Мĕн авалтан хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ ача çуратса ăрăва тăсасси пулнă. Вăл çемье вучахне упранă, ĕçрен таврăнакан мăшăрне ăшшăн кĕтсе илнĕ, ачи-пăчине çитĕнтернĕ. Паянхи кун вара хĕрарăмсен пур енлĕн аталанма май пур. Вĕсем çемье ăшшине упранипе çеç çырлахмаççĕ, арçынсемпе танах ĕçе çÿреççĕ, руль умне лараççĕ, тупăш тумалли тĕрлĕ майсем шутласа тупаççĕ. Çав вăхăтрах ачисене çепĕçлĕхпе çупăрлама, тĕрлĕ енлĕн аталантарма та вăхăт тупаççĕ.
Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Светлана Любимовăна тĕлĕнмелле хĕрарăм тесе калас килет. Вăл фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, мăшăрĕпе пĕрле вĕсем 6 ача çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне ял тăрăхĕнче, районта иртекен спорт тата культура мероприятийĕсене хутшăнма, «Илем» ансамбле çÿреме вăхăт тупать хастар хĕрарăм. Нумаях пулмасть вăл республика шайĕнче иртнĕ «Хĕрарăм-лидер» конкурсра «Çемье ĕçĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Мĕнрен пуçланнă-ха фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ярасси; «Манăн анне «Дружба» колхозра пăру пăхаканра ĕçленине кура эпĕ мĕн пĕчĕкрен выльăх çумĕнче ÿснĕ тесен те юрать. Шкул хыççăнах анне патне фермăна чупаттăм, пăру пăхма пулăшаттăм. 2011 çулта мăшăра фермер хуçалăхĕ йĕркелеме сĕнтĕм. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн ĕçе пикенме шутларăмăр», — пĕлтерчĕ Светлана Васильевна. Малтанлăха вĕсем 10 ĕнерен фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, майĕпен выльăх шутне ÿстерсех пынă. Темиçе çул каялла Мускав облаçĕнчен ăратлă 40 пуç ĕнепе пĕр вăкăр туянса килнĕ. Паянхи кун хуçалăхра 56 пуç сăвăнакан ĕне, çавăн пекех пушмак пăрусем, вăкăрсем, пăрусем йышлă. Хуçалăх ĕçне, паллах, пĕччен пурнăçласа пыма çук. Любимовсем патĕнче доярка, хуралçă, пăру пăхакан, икĕ тракторист вăй хураççĕ. «Ял çыннисем вырăнтах ĕçлесе вăхăтра тивĕçлĕ ĕç укçи илме май пуррине пысăка хурса хаклаççĕ. Фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пурте тăрăшуллă, хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлаççĕ, пĕр-пĕрне ăнланаççĕ, пулăшаççĕ. Килĕштерсе ĕçлесен çеç ĕç кал-кал пырать» , — тет Светлана Любимова.
Хĕрарăмшăн, паллах, çемье пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Светланăпа унăн мăшăрĕ Дмитрий 3 ачана кун çути парнеленĕ, çавăн пекех вĕсем ир çĕре кĕнĕ тетĕшĕн Геннадин 3 тĕпренчĕкне хăйсен хÿттине илнĕ. Ашшĕ пурнăçран уйрăлнă чухне кĕçĕнни 3 çулта çеç пулнă. Ачасене шеллесе хăйсем патне илсе килес шухăша Светлана Васильевна чи малтан мăшăрне пĕлтернĕ. «Тетÿ хăвăн вĕт, шел ачасене. Паллах, илсе килер, ача çуртне ярар мар. Епле те пулсан ура çине тăрататпăрах», — тенĕ çирĕппĕн Дмитрий Афанасьевич. Ачисем Алешăпа Настя та хирĕçлемен, икĕ сыпăкри тăванĕсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупнă. Пурăна-киле çемье тепĕр пепкепе — Димăпа пуянланнă. «Пысăк çемьере пурăнма питĕ интереслĕ, кашни кунах мĕнле те пулин кĕтменлĕх сиксе тухать. Ачамсене туслăн пурăнма, кашни ĕçе пĕр-пĕрне ăнланса, ки-лĕштерсе пурнăçлама мĕн пĕчĕк-рен хăнăхтаратпăр», — терĕ С.Любимова.
Аслисем халĕ ура çине çирĕп тăнă ĕнтĕ. Акă, Алеша виççĕмĕш çул ĕнтĕ «Восход» агрофирмăна ертсе пырать, çемьеленнĕ, хĕр пĕрчине кун çути парнеленĕ. Настя çемйипе Мускавра тĕпленнĕ, Юлия та çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлет. Катя шкул пĕтернĕ хыççăн аякка кайма шутламан, амăшне фермер хуçалăхĕнче пулăшать. Даниилпа Дима вара шкулта ăс пухаççĕ. «Ачасем хуларан килсен епле чун савăнать, вĕçсе çеç çÿретĕп. Килтен ăсатма вара питĕ йывăр, куççулĕ те тухать. Мускавран нумайлăха килеймеççĕ çав, канмалли кунсем вĕçленсенех каялла çул тытаççĕ, ĕçе каймаллах-çке-ха», — уçать шухăшне нумай ачаллă амăшĕ. Апла пулин те, тунсăхласа ларма вăхăт çук харсăр хĕрарăмăн, пысăк хуçалăха яланах тимлĕх кирлĕ. Виççĕри мăнукĕ Милана та ăшшăн чĕвĕлтетсе тунсăха вăр-вар сирет.
Çунакан çурта кĕме, ĕрĕхсе кайнă лашана чарма пултаракан хĕрарăм вăл — Светлана Любимова. Ăçтан кăна тупăнать вăй-халĕ пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыма, кашни ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлама; Аннесем — тÿмесем пекех, вĕсем çинче йăлтах тытăнса тăрать, тенине те шăпах Светлана Васильевна çинчен каланăн туйăнать. Унăн пысăк чĕринче кашни тĕпренчĕкĕ валли юрату, ăшăлăх, çепĕçлĕх çитет. Ачасенчен хăшĕсем çи-тĕнсе тĕрлĕ енне саланнă пулсан та, халĕ те Любимовсен кил-çуртĕнче пурнăç вĕресе çеç тăрать, çемье ăшшин управçин куçĕсем ачашшăн çиçни вара çак килте телей пурăннине çирĕплетет.
С.ЛЮБИМОВА: «Пирĕн фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан хĕрарăмсене çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, юрату, çемьере килĕшÿ, ăнлану, çитĕнÿсем тума сунатăп. Маттур та пултаруллă, чечек пек илемлĕ пулăр».
Н.КАЛАШНИКОВА.