Пятница, 3 февраля

Çăварнире савăнтăмăр – хĕле ăсатрăмăр

Çăварни, çăварни —çуллă питлĕ икерчи.
Çăварни, çăварни — çур кунĕсен хыпарçи.
Сивĕ хĕле хăвалар, çитет пуль хуçаланса.
Ăшă хĕвеле мухтар юрласа та, ташласа.
Çăварни — сивĕ хĕле хăваласа ярса çутçанталăка ыйхăран вăратакан ăшă çуркуннене кĕтсе илмелли уяв. Эпир ăна кашни çулах Аслă типĕ умĕнхи эрнере уявлатпăр. Ваттисем çапла каланă: «Çăварнире савăн та Аслă типĕ çинчен асра тыт». Кăçал çăварни февралĕн 24-мĕшĕнче пуçланчĕ те мартăн 1-мĕшĕнче вĕçленчĕ.
Февралĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски район центрĕнче савăк кăмăлпа сивĕ хĕле ăсатса хÿхĕм çуркуннене кĕтсе илчĕç. Ирхине çанталăк ăмăр пулни, паллах, чылай çынна пăшăрхантарчĕ. Юрлă çумăр çуса тăни çуркуннене мухтамалли уявпа пĕрре те çыхăнуллă мар. Лапамра илемлĕ кĕвĕ янăрама пуçласан, сăмсана техĕмлĕ шашлăк тата çуллă икерчĕ шăрши кăтăклама пикенсен хĕвел «вăранчĕ». Уяв пуçланнă саманта шевлисене çĕр çине сапаласа пĕлĕт хыçĕнчен ярăнса тухрĕ. Мероприяти юрă-ташăпа, вăйăсемпе, тĕрлĕ конкурссемпе, ăмăртусемпе пуян пулчĕ. Пуçтарăннă халăха çăварнипе тата çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов саламларĕ. Çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Канаш епархийĕн 3-мĕш округри благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей пурне те ăшă кăмăл, ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç сунчĕ.
Çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чĕрĕ чечексем — гвоздикăсем — парнелени хĕрсемпе хĕрарăмсен кăмăлĕсене уçрĕ. Хаваслă клоунсемпе юмахри Маша куракансене ташша йыхăрчĕç, пуринпе те асăнмалăх сăн ÿкерттерме тăрăшрĕç. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем халăха чуна пырса тивекен илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Уяв иртекен лапамра пухăннисем армспорт вăййине, кире пуканĕ йăтнине тата канат туртнине пăхса киленчĕç.
«Кĕтне» ФСКра волейбол тата шашка вăййисем, ирĕклĕ майпа кĕрешес тата шывра ишес енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Кăçал В.Ильин вице-адмирал парнине çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусем çăварнипе пĕр килчĕç. Хĕрсен командисем «Кĕтне» ФСКра тупăшрĕç. Арçынсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче выляса вăй виçрĕç. Мероприятие «БЭГ и С» çамрăк спортсменкисем хаваслă ташăпа уçрĕç. «СэнСэй» клуб каччисем Д.Панин тренер ертсе пынипе хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов спортсменсене уявпа саламласа малтан мала ăнтăлма, лартнă тĕллевсене пурнăçлама çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сывлăх сунчĕ. «Кĕтне» ФСК директорĕ Е.Тихонов, «Кĕтне» ентешлĕхĕн представителĕ В.Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Н.Андреев ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантаракан сăмахсем каларĕç. Волейболла выляса хĕрарăмсен командисем хушшинче Йĕпреçсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, Патăрьелсем — иккĕмĕш, Комсомольскисем — виççĕмĕш. Арçынсен командисем хушшинче «Кубня» команда чи маттурри пулчĕ, «Тукай» иккĕмĕш вырăна тухрĕ, «Кĕтне» виççĕмĕш пулчĕ.
Шашка вăййинче Н.Индюков пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, Ю.Быков — иккĕмĕш, В.Скворцов — виççĕмĕш. Шывра ишессипе ăмăртса каччăсем хушшинче К.Денисов — пĕрремĕш, А.Тухфетуллин — иккĕмĕш, Ф.Рахимзянов виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Хĕрсенчен пĕрремĕш вырăна Я.Густомесова тивĕçлĕ пулчĕ. Армспорт вăййинче В.Калашников пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Н.Краснов тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕш вырăнпа В.Хораськин палăрчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе ăмăртса та В.Калашников чи маттурри пулчĕ /пĕрремĕш вырăн/, А.Ижеев — иккĕмĕш вырăн, А.Толмачев — виççĕмĕш вырăн.
Уяв юрра-ташша юратакансемшĕн те, спорта кăмăллакансемшĕн те, ача-пăчасемшĕн те хаваслă иртрĕ.

С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *